tusАван-и, хаклă туссем! Туссем тесе ахаль каламарăм эпĕ. Пĕлетĕр пуль, Чăвашсен кăçалхи çулĕ Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ. Туслăхра пурăнмалла пирĕн. Çапла ăнланатăп ăна. Эпир яланах туслăхра пурăннă. Пирĕн аттепе аннесем, асаттепе асаннесем çапла пурăннă. Чи лайăх кăтарту кунта Акатуй уявĕпе нимесем. Туслăх ытамĕнче пулнă вĕсем. Несĕлсенчен çухалмасăр килнĕ ку. Пирĕн ăна пăхăнмалла тесен тĕрĕсех пулмĕ. Ха­вас­пах йышăнмалла ăна тесен килĕшÿллĕ пулĕ. «Пирĕн пурнăç пыл та çу!» тени çакă ĕнтĕ. Савăн та савăн! Мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Ларт та ÿстер, хатĕрле те çи. Ямăтти тата нумайрах, кай та ил! Суйласа илме те май пур. Çимеллине кăна мар, мĕн кирлине пĕтĕм­пех суйлав витĕр илетпĕр. Пурнăç улшăнчĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра пĕтĕм ĕçе çын хă­йĕн вăйĕпе тунă. Çавăнпа çемьесем те йышлă пулнă. Пулăша­канĕ лаша кăна пулнă ун чухне. Аталану пурнăçĕ хăйĕнне тăвать çав. Çĕнĕлĕхсĕр малашлăх çук. Çын ĕçне электричество вăйĕ тума пуçларĕ, моторпа ĕçлекен техника та çыншăн ĕçлет. Апла пулин те ĕçлекен çын валли ĕç яланах пур. Çакă лайăх. Пĕр­ремĕш вырăнта акă мĕн тăрать кунта. Тавралăхри пурлăха упрама пĕл­мелле. Çутçанталăк пурлăхĕ вăл. Тасалăхра упрамалла ăна. Анчах та малтан курма пĕлмелле ăна. Вăл пурлăх пулнине ăнланма пĕлмелле. Ăнлансан, ун хакĕ те тухĕ сан умна. Ăна ватма та, пăсма та алă çĕкленмĕ. Çакă пурлăха упрасси пĕр çын ĕçĕ мар, халăх ĕçĕ! Ун пирки пуç ватакан пур паллах. Иртнĕ кунсенче Чăваш наци Академин конференцийĕнче пулма тÿр килчĕ ман. Экологи темипе калаçу пулчĕ унта. Çак ĕçре чăнах та ыйтусем питĕ нумай. Вĕсенчен пĕр ыйтăвĕ чăваш юманĕсем пирки. Аваллăхра никам лартмасăрах ÿссе ларнă вĕсем. Эпир пуррипе усă куратпăр кăна. Ĕлĕкхи çын – каснă вырăна лартсах пынă. Хальхи саманара ун пекки çук темелле. Хăйне кирлине çуркунне лартать те, кĕр­кунне кăларса çиет. Юман йывăçĕ темиçе ĕмĕр ÿсет. Паян пĕри лартсан, кайран такам валли пулĕ вăл. Укçа та илеймĕн унран. Укçа – хуçа хальхи çыншăн. Несĕлсем пире валли тунине хаклама пĕлместпĕр. Халăха çакна ăнлантарма пĕлмелле, ăна курма та вĕрентмелле. Юрать, халь Наци Академийĕ пур, таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ пур. Вĕсен йышĕнче эпир пур! Пирĕн çын вуншар çул каялла, ĕмĕрсем те маларах мĕнпе пурăннине кăтартмалла пирĕн. Кăтартатпăр та! Кăтартмасăр курмаççĕ, каламасăр – пĕлеймеççĕ. Аваллăх та çук вĕсемшĕн. Йăх йĕрĕ çинче татăк та, пушă вырăн та çук. Çакна пĕл­се пурăнмалла. Пĕлмесĕр пурăнса хамăрăн та çука тухас марччĕ. Пĕрле ĕçлемелле пирĕн, çавăнпах ĕнтĕ пухусем те пулсах тăраççĕ. Хальхи, акă, мартăн 28-мĕшĕнче пулса ирт­рĕ. Регионсем хушшинчи таврапĕлÿçĕсен форумĕ терĕç ăна. Чă­ваш Наци библиотекинче пухрĕç пире. Тĕп сăмах аваллăх пурлăхĕ пирки пулчĕ. Эпир туслăхра пулмасан ăна тĕрĕс хак пама пĕлеес çук. Çак икĕ йĕр тăрăх пулчĕ калаçу.

Вăрмарсем те сахалăн мар пулчĕç унта. Камсем-ха эпир? Мĕн­пе пурăнатпăр… Каламасăр пĕлместпĕр терĕм. Каçарăр та, чылай малтан вăй хунă çынсене тĕкĕнмĕпĕр, паянхи кун кăна чĕлхере пулĕ. Каламалли питĕ нумай çав. Халь калакансем пирки сăмах та кĕскен кăна пулĕ.

Чи малтан Василий Егорович Цыфаркина кăтартмалла кунта. Ун пирки кĕскен калас пулсан, музейре çуралса ÿснĕ пуль вăл теме юрĕ. Чăнах та, музей ĕçне питĕ лайăх пĕлет вăл. Эпир пĕлни кăна – 15 çул. 2002 – 2017 çулсенче Вăрмарта ра­йон музейĕн директорĕ пулнă. Чи пахи кунта, директор пулни мар, тĕпчев ĕçĕнче вăй хуни! Тупнине халăха кăтартни. Çырсах тăнă, халь те çырать. Тутар Республикинче çуралса ÿснĕс­кер, «Сувар» хаçатпа та çыхăну тытать. Тутар çĕрĕ çинче пурăнакан чăвашсен хаçачĕ ку. Туслăха çирĕп тытаççĕ вĕсем. Пĕрле ĕçленине те, пысăк савăнăçра пулнине те кăтартсах тăраççĕ. Василий Егорович Чупай ялĕнче пурăнать. Унти музей те – унăн ĕçĕ.

Василий Алентея кашни вулакан пĕлет. Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Чăваш халăх писателĕ. Хăйĕн çырăвĕнче ытларах тăван халăхне кăтартнă. Чылай çыннăн ятне те улăштарман, хăш чухне кăшт урăхлатнă кăна. Çавăнпах халăх питĕ юратнă ăна. Халĕ Анатолий Иванович Иванов çакăн пек юратура. Пирĕн йышри краевед вăл. Василий Алентей ятне çÿллĕ шайра тытать. Алентей ячĕпе парк та уçнă. Çÿресех тăраççĕ унта çынсем, аякрисем те килеççĕ. Пысăкрах мероприятисем пурте тенĕ пекех Анатолий Иванович витĕр тухаççĕ. Паллах, ытти ĕçсем те нумай унăн. Кĕнекесем те кăларсах тăрать.

Тĕпчев ĕçĕ – питĕ пысăк ĕç! Ăна тăвас тесен нумай вăй хумалла. Вăхăчĕ те темиçе çул тăсăлать. Геннадий Германович Эверсков аллинче халь – хăйĕн йăхĕ! Пысăк хут çине ÿкерсе кăтартнă ăна. Йăхри 1600-мĕш çулсенче çуралнă çынсене те пĕлет вăл. Хальтерехри тăван çынсене ал тупанĕ çинче курнă пекех пĕлсе тăрать. Пуриншĕн те ырă тĕс­лĕх ку. Атте-анне ятне ямалла мар теççĕ. Геннадий Германовичшăн ашшĕпе амăшĕнчен кăшт аяккараххисен ячĕ те хаклă. Вĕсем çинчен те нумай пĕлет.

Вăрçă пирки калас килмест те, каласах пулать. Иван Васильевич Криковăн ĕçĕсем питĕ нумай-çке. Иртнĕ вăрçă хирĕсем тăрăх чылай çÿренĕ вăл. Хăй вĕрентекен шкул ачисене пĕрле илни те пулнă. Курса çÿресси мар, кĕреçепе чавса тупас ĕç пулнă вĕсен умĕнче. Шыракан тупать. Энĕш­пуç шкулĕнче чаплă музей халь. Паллах, мирлĕ пурнăç та пысăк вырăн йышăнать унта.

Çыру йĕрне тунă чух шухăшламан та, куракан – курать. Халь пăхатăп та, арçынсен ĕçне кăна кăтарт­рăм иккен эпĕ кунта. Хĕрарăм пултарулăхĕпе арçынран нихăçан та кая пулман. Хатĕрлесе хунă хут çинче Светлана Васильевна Романовăн ячĕ ман умра. Пултарулăхĕ чăнах та питĕ пысăк унăн. Педагогика наукисен кандидачĕ вăл! Мĕнле ĕçленине çак ятпах пĕлме пулать. Кĕлкеш шкулĕнче хăйех пысăк вăй вăл. Ултă тĕрлĕ предмет ертсе пырать! Пурин те хăйĕн хакĕ пур паллах. Анчах та вĕсенчен пĕри маншăн хаклăрах. «Тăван ен культури» ятлă вăл. Светлана Васильевнăн ĕçĕ районта та, республикăра та çÿллĕ шайра. Çĕнтерÿсем Раççей шайĕнче те пулсах пыраççĕ. Паллах, ун аллинче музей та пур. «Аваллăх – малашлăхăн никĕсĕ!». Çирĕп тытать вăл пире, вăй та парать. Музей çĕнтерĕвĕ пирки çак хаçатра калани пулнăччĕ-ха. Малашлăхĕ те пур унăн. Татьяна Юрьевна Дорофеева-Миро халăхра курăнакан çын. Çыру ĕçĕпе палăрнă вăл малтан. Питĕ лайăх çырать, сăнав урлă çырать. Нумай çын курманнине курса кăтартать. Чечек кăна мар, пĕр курăк çулçи те хаклă уншăн. Чĕрĕлĕх ку! Пурнăç йĕрĕ çакăнтан пуçланать. Хăйĕн ĕçĕсемпе çын куçне уçать вăл. Кирлине анлăрах кăтартас тесе, ачасемпе нумай ĕçлет. «Над рекой Арей» конкурс хăйех мĕне тăрать! Ачасем – пĕчĕк халăх! Пирĕн малашлăх! Нумай çыншăн вĕсем шухăшлама пĕлмен ача-пăча кăна. Çапла ан калаччăр тесе, çитĕн­нисене те вĕрентмелле. Татьяна Юрьевна çакна та шута илнĕ.

Иван Олегович Грачев, çĕнĕ ят сирĕншĕн. Чăнах та, çамрăк вăл. Çапла пулин те, ĕçĕсем халех нумай. Тарăн сухалать, тупмаллине тупсах пырать. Тĕпчев ĕçĕнче шур сухаллă ватă пекех вăл. Ырласса ырларăм та, калани витĕмлĕ пултăр тесе пĕр ĕçĕ пирки те калам. Вăл Пушкăрт чăвашĕсем патне кайса килнине пĕлетĕр, ĕçлĕ çÿревпе Авăркас районне çитсе килнĕччĕ вăл, хаçатра çырнăччĕ ун пирки. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче вĕсем пирĕн патĕнче пулса курас терĕç. Конференцине килнĕс­керсем, çула май кĕрсе тухма вăхăт уйăрнă вĕсем. Вăрмар шкулĕнче тĕп­лĕ калаçу пулчĕ. Пирĕн енчен краеведсем ытларах пултăмăр. Район музейне кĕрсе тухма та вăхăт тупăнчĕ. Пушкăртри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялне чăваш çÿресех тăрать. Константин Ивановăн тăван ялĕ вăл. «Нарспи» поэма авторĕ тесен ытларах пĕлетпĕр ăна. Халĕ, Иван Грачев тăрăшнипе, Пушкăрт чăвашĕсем патне тепĕр çул та уçăлчĕ. Вăрмарсен çулĕ пулĕ вăл. Çу уйăхĕ çитсен пире кĕтеççĕ вĕсем.

Çамрăк чухне спортпа пурте туслă эпир. Пирĕн йышрисенчен пысăк спортри çынсемпе тусли – Анатолий Ильич Хованский. Пурте пĕлетпĕр, çÿллĕ шайри спорт тĕнче çыхăнăвне тытать. Вăй виçесси кăна мар – туслăх та, нумай енлĕ калаçу та кунта. Çакăн урлă эпир аякри çынна пĕлетпĕр, хамăра та ытларах пĕл­ме пуçлатпăр. Çÿременнисем çыру тăрăх пĕлетпĕр. Анатолий Ильич пулăшăвĕ пысăк кунта.

Чылай çул каялла Анисса Белова сасси пире радио патне питĕ туртатчĕ. «Вăрмар калаçать» тесе пуçлатчĕ вăл передачăсене. Ун чух радио итлеме пурте юратнă. Калаçу çĕнĕ хыпарсенчен пуçланать те малалла шăвать. Пурнăç хумĕ темелле ăна. Анисса Егоровна юрлама та пит ăста, ташши те илемлĕ. Сцена çине тухсан спектакльти сăнарсене те чăн пурнăçри пекех кăтарт­са парать. Халĕ унăн тепĕр тĕрлĕ илем те пур. Кама та пулин парне парас тенĕ чух лавккана каймасть, хăй хатĕрлет. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен темĕн те тума пĕлет вăл. Чи хаклă парне çакă! Ĕлĕк чухнехи хĕрарăмăн ĕçне малалла тăсни ку! Ун чухне радио пурте итлеме юратнă, хаçата та питĕ кĕтнĕ. Район хаçачĕ «Хĕр­лĕ ялав» чи малта пулнă. Çыракансем хушшинче Герман Матвеев журналист асра. Ăсталăхĕ те питĕ пысăк пулнă-çке! Улми улмуççинчен аяк­ка ÿкмест тенĕ. Халĕ пирĕн йышра унăн хĕрĕпе ывăлĕ – Галинăпа Геннадий. Мĕнле çынсем-ха вĕсем? Галина Германовнăпа Геннадий Германович кашни сăмаха хаклаççĕ. Тиев тумаççĕ калаçуран. Пĕрре калани çителĕклĕ пултăр! Çапла вĕсен йĕрки. Ашшĕ çырса пынисене пухса типтерлĕ кĕнеке туса кăларчĕç.

Купăс калакан çынна кам юратмĕ?! Ĕлĕк чух вăйăсенче пĕрремĕш çын пулнă-çке вăл! Пирĕн хушăра та пур ун пекки. Николай Николаевич Гаврилов. Анчах та вăл хăйне кăтартас тесе хыпса çунакан çын мар. Халăх çынни вăл. Шавлă кĕвĕ-юрă ывăнтарать, илемли – чуна витерет.

Юрий Петров Сантус-Ара,

Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Вăрмарти ушкăнĕн председателĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика