Вăрмар округĕнче ĕçлĕ визитпа Мускав хăнисем — Стратегиллĕ пуçарусен агентствин делегацийĕ пулнă. Вăрмар округĕн пуçлăхĕпе Василий Шигильдеевпа тата администраци сотрудникĕсемпе пĕрле вĕсем тĕп инновацие — округра креативлă кластер тăвассине сÿтсе явнă.
Мĕн тума кирлĕ-ха креативлă кластер? Стратегиллĕ пуçарусен агентствин специалисчĕсем унăн йышне кĕме пултаракан объектсене тĕплĕн тишкернĕ тата проект хатĕрлеме тытăннă. Вăрмар округĕн территорийĕнче хальхи йышши хутлăх йĕркелеме планлаççĕ: «Точка кипения», Çамрăксен çурчĕ, коворкинг-центр, çамрăксене валли пушă вăхăта ирттермелли центр. Ун никĕсĕнче халĕ ĕçлекен çуртсем те /сăмахран, районти Культура çурчĕ\, çавăн пекех пушă лаптăксем те пулĕç. Кластер çамрăксене те, ытти çынсене те Раççейре паянхи кун пурнăçланакан проектсемпе тата малта пыракан практикăсемпе усă курма май парĕ. Ку вăл çитĕнекен ăрăва кăна мар, аслă ÿсĕмрисене те, ытти регионсенчен куçса килнĕ çынсене те пĕлĕве ÿстерме, пурнăçра вырăн тупма, вăхăта усăллă ирттерме пулăшакан, çĕнĕ технологисене ĕçлеттерекен лапам. Тĕп тĕллев — вăрмарсене çĕнĕ майсемпе тивĕçтересси, вĕсем Хусанта, Шупашкарта, ытти пысăк хуласенче пурăнакансем пекех тĕрлĕ пулăшусемпе тата ĕçсемпе усă курма пултарччăр, тулли пурнăçпа пурăнччăр. Мускаври Стратегиллĕ пуçарусен агентствин специалисчĕсем пулăшса пынипе Вăрмар округĕн аталану енĕпе пысăк утăм тăвас шанăç пур.
Надежда ШИШКИНА
