Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалласа Вăрмар районĕнчи Культура çуртĕнче муниципалитет шайĕнчи «Театр яланах» фестиваль-конкурс иртрĕ. Ăна театр искусствине аталантарас, талантлă пултарулăх çыннисене тата театр коллективĕсене тупса палăртас тесе йĕркеленĕ.
Фестивале ялсенчи культура учрежденийĕсен çумĕнчи театр коллективĕсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ жанрлă /драма, комеди\ спектакльсен сыпăкĕсене лартса пачĕç. Конкурс çĕнтерÿçисене тĕрлĕ номинацинче палăртса наградăларĕç.
«Спектакльти чи лайăх сыпăк» номинацинче 1 степеньлĕ диплома — «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» кăтартупа районти Культура çурчĕн халăх театрĕ /режиссерĕ Ирина Трифонова\, 2 степеньлĕ диплома — «Салтак çывăрать, служба пырать» комедипе Мăнçырмари культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» театр кружокĕ /руководителĕ Эльза Кузнецова\, 3 степеньлĕ диплома — «Пусă умĕнче» пьеса сыпăкĕпе Пинерти культура çурчĕ çумĕнчи «Хавхалану» театр коллективĕ /руководителĕ Любовь Иванова\ тивĕçрĕç.
«Чи лайăх арçын сăнарне калăплакан» номинацинче 1 степеньлĕ дипломпа — Мăнçырмари культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» театр коллективĕнчи Вячеслав Петрова, 2 степеньлĕ дипломпа – Вăтакасри клубăн культорганизаторне Петр Петрова, 3 степеньлĕ дипломпа – Кивĕ Вăрмарти культура çурчĕ çумĕнчи «Ĕмĕт» театр кружокĕнчи Вячеслав Васильева чысларĕç.
«Чи лайăх хĕрарăм сăнарне калăплакан» номинацинче 1 степеньлĕ дипломпа — Вăтакас клубĕнчи Людмила Вазановăна, 2 степеньлĕ дипломпа — районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕнчи Надежда Васильевăна, 3 степеньлĕ дипломпа — Пинерти культура çурчĕ çумĕнчи «Хавхалану» театр коллективĕн руководительне Любовь Ивановăна наградăларĕç.
«Пĕчĕк роле чи лайăх вылякан» номинацинче 1 степеньлĕ диплома — Мăнçырмари культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» театр коллективĕнчи Наталия Ильина, 2 степеньлĕ диплома — Пысăк Енккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Чаршав» театр пĕрлешĕвĕнчи Мария Васильева, 3 степеньлĕ диплома — Эçпепе клубĕ çумĕнчи «Шуçăм» театр коллективĕн руководителĕ Елена Селихова тивĕçрĕç.
«Чи лайăх режиссер ĕçĕ» номинацинче районти Культура çурчĕн халăх театрĕн руководителĕ тата режиссерĕ Ирина Трифонова çĕнтерчĕ. «Спектакле музыкăпа чи лайăх пуянлатакан» номинацинче Пинерти культура çурчĕн «Хавхалану» театр коллективĕ мала тухрĕ /руководителĕ Любовь Иванова/. «Чи лайăх сцена тумĕсем» номинацинче Эçпепе клубĕ çумĕнчи «Шуçăм» театр коллективĕнчи Андрей Николаева çитекенни пулмарĕ.
Ирина ТРИФОНОВА, Вăрмар районĕнчи Культура çурчĕн халăх театрĕн руководителĕ
