Хĕрлĕçыр ялĕнчи клубра çак ялта çуралса ÿснĕ çамрăкпа — ятарлă çар операцине хутшăнакан, çак кунсенче тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ Олег Андреевич Васильевпа ăшă тĕлпулу иртрĕ. Вăл тăван ялĕнче черетлĕ хут кĕске отпускра пулса ял халăхне чăннипех те савăнăç кÿчĕ.
Паттăр ентешĕн çитĕнĕвĕсемпе, вăл Тăван çĕршывăмăра парăннипе мăнаçланакан хĕрлĕçырсем ялти клубра туслă йышпа пухăнса Олег Андреевича тивĕçлĕн кĕтсе илчĕç. Кашниех салтака ырă та ăшă сăмахсем каларĕ, Тăван çĕршыва хăюллăн хÿтĕленĕшĕн тав турĕ. Тĕлпулу каçĕ хăтлă лару-тăрура иртрĕ, чуна ăшăтакан асаилÿсем, калаçусем сахал мар пулчĕç. Пурнăçра темĕн те пулса иртет — лайăххи те, начарри те, анчах тăван тăрăхпа тата çывăх çынсемпе çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕлпулу çакна туллин çирĕплетрĕ.
Эпир Олег Андреевича çирĕп сывлăх, кирек мĕнле пуçарура та ăнăçу, тăван килне часрах таврăнма сунатпăр! Кашни утăм çĕнĕ çитĕнÿсем тата çĕнтерÿсем патне илсе пытăр!
Валентина НУРЖАНОВА, Хĕрлĕçыр клубĕн культорганизаторĕ
