«Единая Россия» партин «Аслă ăру» парти проекчĕн тĕллевĕ - аслă ăру çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, пурăнас кун-çулне вăрăмлатасси. Çавăн пекех çак проект «Çемье» тата «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕсемпе те çыхăнса тăрать. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсене тата инвалидсене пăхакан стационар уйрăмĕнчи Марина Степанова специалист виртуаллă туризм тĕнчине йыхравлакан черетлĕ çулçÿрев ирттернĕ. Ку хутĕнче ватăсем Канаш районĕнчи Мăкăр чукун çул кĕперне курчĕç. Çĕнĕ йышши технологисем пулăшнипе илемлĕ вырăнсемпе паллашма, унăн строительствипе çыхăннă тĕрлĕ кăсăклă фактсене пĕлме пултарчĕç. Виртуаллă экскурси ватăсене стационар уйрă­мĕн­чен тухмасăрах çулçÿревçĕсем пек туйма пулăшрĕç.

Ку мероприяти тавракурăма анлăлатнисĕр пуçне туслăх туйăмне вăйлатса чылай лайăх кăмăл-ту­йăм та парнелерĕ. «Социаллă пулăшу илекенсем çĕннине пĕлччĕр тата активлă пулччăр тесе эпир çакăн пек мероприятисем йĕркелеме тăрăшатпăр», - пĕлтерет уйрăм заведующийĕ Вера Васильева.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика