Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул черетлĕ хутчен пĕр йышпа пысăк ĕç тума май пулнине çирĕплетрĕ.
Пысăк масштаблă экологи акцийĕ вăхăтĕнче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем 4 тонна ытла макулатура пуçтарчĕç. Макулатурăшăн 32 пин тенкĕ укçа пуçтарăннă. Çак суммăна йăлтах гуманитари пулăшăвĕ валли уйăрнă, çар операцийĕнчи хамăрăн ентешсем патне ăсатнă. Кашни кивĕ тетрадь, кивĕ хаçат-журнал пачки – пирĕн мирлĕ пурнăçшăн кар тăракансене пулăшу кÿмелли пĕрлехи тÿпе пулчĕ. Шкул ачисене, ашшĕ-амăшĕсене, педагогсемпе класс руководителĕсене çак акцие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн, активлă хутшăннăшăн тав тăватпăр! Уйрăмах волонтерсене пысăк тав! Вĕсем макулатурăна виçсе йышăнассине, тиесе ярассине хăйсем çине илчĕç. Шкулта макулатура пуçтарса çак акцие ирттерни экологишĕн те, çынсемшĕн те тăрăшни çума çумăн пынине çирĕплетсе пачĕ. Кивĕ хут пуçтарассипе акцие кăçал май уйăхĕнче те йĕркелесе ирттересшĕн. Пĕрле эпир икĕ пысăк ĕç пурнăçлатпăр: çутçанталăка упратпăр тата хамăрăн хÿтĕлевçĕсене пулăшатпăр.
Константин ВАСИЛЬЕВ, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ
