– Ылханчĕç. Кам тухатланине те чухлатăп. Эсĕ качча илессе кĕтнĕ ерĕшкÿ юмăçсем патне çÿресе хур турĕ ĕнтĕ, — мăшăрĕ кăна илтмелле шăппăн мăкăртатрĕ тухтăр пÿлĕмĕнчен тухнă Аля. Упăшки нимĕн те чĕнмерĕ — хирĕçлесе те, лăплантарса та сăмах хушмарĕ.
Анчах коридорти сак çинче ларакан Таня амăшĕ мĕн каланине илтсе юлчĕ. Ку сăмахсем çывăх çыннин чĕлхи вĕçне ытахальтен килменнине те вăл тÿрех ăнланчĕ. «Ахăртнех, тухтăр темĕн япăххине пĕлтернĕ. Унсăрăн аттене çавăн пек ятламĕччĕ», — шухăшларĕ вăл. Альăпа Толя ачана хушша хăварса икĕ енне ларчĕç.
— Хĕрĕм, санăн операцие выртма тивĕ. Уру çинчи мăкăлÿсене касса илмелле терĕç, — пăшăрхантарасран шикленсен те чăннине каларĕ амăшĕ.
Таня килĕшсе пуç сĕлтрĕ те салхуланчĕ. Икĕ уйăх каялла ăнсăртран пуçĕ ыратма тытăннине, каярахпа пĕрмай ыйхă пуснине, каçсерен килти ĕçсене тума та халĕ юлми пулнине аса илчĕ. Пĕр эрне шкула та каяйманччĕ вăл ун чухне. Каçсерен ÿт температури вăтăр сакăр градус таранах хăпарчĕ. Анчах сунас та, ÿслĕк те çулăхмарĕ, пырĕ те ыратмарĕ.
Вырсарникун вĕрĕлтерме пăрахрĕ те — Таня тепĕр кун ирхине шкула тухса утрĕ. Анчах виççĕмĕш урокра вăл кăмăлĕ пăтраннине туйрĕ.
— Эсĕ шап-шурă сăнлă, сана япăх-и? — ыйтрĕ юнашар ларакан тусĕ.
— Кăштах çеç, иртĕ, — хăйне лайăхах мар туйнине кăтартасшăн пулмарĕ Таня.
Тантăшсен калаçăвне кĕтмен çĕртен вĕрентекен татрĕ.
— Сирĕн урокра юмах çапма та вăхăт пур-и? Таня, доска умне тух-ха, çак задачăна шутла, — терĕ учитель çирĕппĕн. Темĕнле тарăху та палăрчĕ унăн сассинче.
Хĕрача парта хушшинчен тăрса вĕрентекен патне пычĕ. Ун аллинчи учебнике илсе доска çине пурăпа çырма тытăнчĕ. Виçĕ-тăватă çеккунт иртрĕ-и, иртмерĕ те-и — Таня лĕнчĕр кайса тĕшĕрĕлсе анчĕ. Учитель хыпăнса ÿкрĕ, ун патне чупса пычĕ — кăн-кăвак сăн çапнăскере, енчен енне тĕлли-паллисĕр пăхаканскере тăма пулăшрĕ. Ачасем те тантăшне кĕпĕр-р! сырса илчĕç: мĕн пулчĕ ăна?
— Ÿсетĕр, ачасем. Ÿт-пÿ аслисеннин картне ларнă май хĕрачасен ун пекки пулкалать, — лăпкăн калаçрĕ çулланнă педагог. — Хăвăрăн вырăнăрсене кайса ларăр, урока малалла тăсăпăр.
Вĕрентекен хушнипех Таньăн тусĕ столовăйран пылак чей йăтса килчĕ. Ăна ĕçнĕ хыççăн вăй кĕнĕ пек туйăнчĕ хĕрачана. Пуçĕнче йăл илекен салху шухăшсене те сирме тăрăшрĕ вăл.
Тепĕр кун ирхине вара килĕнчех, амăшĕ маларах тăрса пĕçернĕ пăтта çиме ларсанах, вăй-халĕ пĕтсе килчĕ унăн. Кашăк тытма та мехел çук — мĕн амакĕ çыпăçрĕ?
— Анне, паян килтех юлам-ха, юрать-и? Ăш пăтранать, — хăй сисмесĕрех персе ячĕ хĕрача.
— Мĕн пулчĕ сана? Вĕренес килмест-и? Кама та пулин килĕштерсе пăрахрăн-и?.. — ыйту айне турĕ ăна амăшĕ. Те хăйпе хăй мăкăртатрĕ вăл, те ĕненмесĕр калаçни хĕрне витерессе шанчĕ.
Таня чашăка антарнă пăтта пĕр кашăк та çиеймерĕ, куркана тултарса панă чейне çур сыпкăм та ĕçеймерĕ. Хăйĕн пÿлĕмĕнчи кравачĕ çине кайса выртрĕ.
— Шкула каяс мар тесе юри хăтланатăн, — хыттăнах ятлаçрĕ ĕçе хыпаланакан амăшĕ. — Çитĕннĕ май кахал пусать.
— Пилĕк минут выртăп та тумланма тытăнăп, — вăй кĕрессе шанса хурав пачĕ хĕр пĕрчи.
Çук, тăраймарĕ, шкула та каяймарĕ. Выртсан-выртсан хул хушшине градусник хĕстерчĕ: вăтăр çиччĕ те иккĕ.
Пĕр кана лайăхланнă пек пулнăччĕ-ха, анчах виçĕ эрнерен Таньăн сывлăхĕ каллех йăшрĕ. Кăмăлĕ те салху, вăйĕ те çук. Çитменнине, чĕркуççине виçĕ мăкăль тухса ларчĕ. Вара çывăх çыннисем ăна район больницинех илсе кайма шухăшларĕç. Унтан Шупашкарах çитрĕç. Усал шыçă иккен. Халĕ çакă ашшĕпе амăшĕшĕн паллă пулчĕ.
…Çăмăл машина капмар çуртсемлĕ, таса урамлă, якатса çавракалатнă çăкаллă хулана хыçа хăварса аслă çул çине тухрĕ. Ашшĕ — руль умĕнче, амăшĕ — ун çумĕнче. Таня хыçалти ларкăч çинче — пĕчченех. Виççĕшĕ те чĕлхине çăтнă тейĕн — калаçмаççĕ. Виççĕшĕн чунне те тем кăшлать.
«Шкула хăçан таврăнайăп-ши? Операци вăхăтĕнче ыратĕ-ши? Ун хыççăн физкультура урокĕсенче чупайăп-ши?» — мĕн пулассинчен шикленсе айланчĕ вун тăватта пуснă Таня.
«Ылхан çитрĕ-ши? Арăм тĕрĕсех калать-ши? Манăн айăпа пула хĕр пĕрчи нуша курать-ши?» — шухăшсемпе пăтрашăнчĕ умри çул çинчен куçне вĕçертмен ашшĕ.
«Ачана пустуях вăрçнă эпĕ, вăл чăннипех йывăр чирленĕ иккен. Мĕнле путсĕр амăшĕ-ха эпĕ», — ăшĕнче хăйпе хăй калаçнă май йывăррăн йынăшса машинăри шăплăха татрĕ Аля.
— Мускава хăçан кайăпăр? — арăмĕ ассăн сывланине кура чĕнчĕ Толя.
— Вăхăта тăсар мар. Паян пуçтарăнар та ыран тухса каяр. Тухтăр та каларĕ: операцие мĕн чухлĕ хăвăртрах тăвĕç, çавăн чуль лайăхрах. Анчах черет те кĕтмелле пулĕ-тĕр-ха, — лăпкăнах хуравларĕ хĕрĕ умĕнче хăйне айăплă туякан хĕрарăм. — Сана ĕçрен ямĕç ĕнтĕ, — мăшăрĕ çине куç ывăтрĕ вăл. — Пуйăспа кайма билет туянайăпăр-ши? Инçе çула автобуспа тухаяс çук.
Мускава каймалла тет-и? Таньăн пичĕ тăрук çуталчĕ. Çĕршывăн тĕп хулине çитсе курма вăл тахçантанпах ĕмĕтленет. Истори урокĕсенче те вĕрентекен Мускав пирки каласа кăтартнине тимлĕн итлетчĕ, интернетри кăсăклă статьясене хăй тĕллĕн те сахал мар тупса вуларĕ. Çавăнпах шкул пĕтерсен унти университета ăс пухма кĕмешкĕн çулталăк каяллах палăртса хучĕ. Тăлмачă пуласшăн вăл. Акăлчан чĕлхине шкулта вĕреннипех япăх мар пĕлет-ха. Китай чĕлхине вара репетиторпа интернет урлă çыхăнса дистанци мелĕпе вĕренетчĕ. Анчах юлашки вăхăтра пĕлĕвне тарăнлатаймарĕ — е больницăна каймалла, е хăйне япăх туять.
— Май пулсан Третьяков галерейине çитсе курăпăр-и? Манăн паллă ÿнерçĕсен шедеврĕсене пăхса киленес килет, — хавасланчĕ Таня.
Дмитрий МОИСЕЕВ
