IMG 4303

 Иртнĕ кунсенче Вăрмар округĕнче «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче педагогсен професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсĕсен муниципаллă тапхăрне пĕтĕмлетрĕç, лауреатсемпе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва аталанма тивĕçлĕ майсем туса парасси тата педагогсене хавхалантарасси. Паянхи шкул çĕнĕ технологисене вăя кĕртнине, инфра­тытăма модернизациленине, хушма вĕрентÿ ресурсĕсемпе анлăн усă курма май туса панине кура кашни вĕренекен валли çĕнĕ майсем уçса парать. Çак улшăнусем шкул ачисене цифра экономики валли хатĕрлеме, ĕç рынокĕнче кирлĕ енсене аталантарма пулăшаççĕ.

Кăçал «Çулталăк воспитателĕ - 2026», «Чи лайăх класс руководителĕ – 2026», «Чĕрене ачасене паратăп – 2026», «Çулталăк вĕрентекенĕ — 2026» конкурссене Вăрмар округĕнчи 40 пултаруллă педагогпа воспитатель хутшăннă. Çак педагогика марафонĕнче кашниех хăйĕн професси шайне çÿллĕ шайра кăтартрĕ, ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçре чунтан тăрăшнине çирĕплетрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе лау­реатсем палăриччен темиçе тапхăр витĕр тухма тиврĕ педагогсемпе воспитательсен, тĕплĕн хатĕрленчĕç вĕсем конкурса, пăлханчĕç те паллах.

IMG 4303Конкурсантсем умĕнче чи малтанах Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин па­йĕн начальникĕ Сергей Павлов тухса калаçрĕ. «Çак залра пухăннисене пурне те чĕререн саламлатăп. Учитель, воспитатель, хушма вĕрентÿ педагогĕ пуласси – уйрăмах пархатарлă тивĕç. Эсир ачасемпе ĕçленĕ май хăвăра вĕсене халаллатăр, пĕлÿ паратăр, аталанма пулăшатăр. Çулсеренех çак конкурссене хутшăнса эсир сирĕн професси мĕнле пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă пулнине çирĕплететĕр. Професси ăсталăхĕн конкурсĕсем – ку вăл опытпа ылмашăнмалли, пĕр-пĕрин ĕç меслечĕсемпе паллашмалли, педагогсен профессийĕн сумне ÿстермелли, малта пыракан практикăсене сармалли площадка. Эсир вĕренекенсемпе воспитанниксемшĕн тăрăшса çултан-çул ла­йăхрах ĕçлесе пыратăр. Сирĕн профессионализм – ку вăл çĕнĕ методикăсем шыраса ирттернĕ ыйхăсăр каçсем, тĕрлĕ проектсем хатĕрлесси, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнасси. Хаклă ĕçтешсем, эсир вĕрентетĕр кăна мар, эсир пирĕн округăн, республикăн, çĕршывăн пуласлăхне воспитани паратăр. Кашнине сире ĕçĕршĕн, профессие парăннăшăн, яланах çĕннине шыраса малалла аталаннăшăн тав тăватăп, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп!», - терĕ Сергей Витальевич. Педагогсене çавăн пекех Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Чă­ваш Респуб­ликинчи Ачасен прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăйăн Вăрмар округĕнчи обществăлла пулăшуçи Ирина Алексеева, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей саламларĕç.

IMG 4310Професси конкурсĕсем хушшинче «Тăван чĕлхене тата тăван литературăна вĕрентекен чи лайăх учитель» Раççей шайĕнчи конкурс пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăрмар муниципаллă округĕн чысне çак конкурсра респуб­ликăра Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Валерьевна Яковлева ăнăçлă хÿтĕленĕ. Ирина Валерьевнăна та Тав çырăвĕпе чысларĕç.

IMG 4312Чи малтан «Çулталăк воспитателĕ -2026» конкурса пĕтĕмлетрĕç, 8 воспитатель хутшăннă унта. Вĕсенчен чи пултарулли Вăрмарти «Березка» ача сачĕн воспитателĕ Вера Михайловна Емельянова пулса тăчĕ, «Çулталăк воспитателĕ - 2026» конкурсăн çĕнтерÿçи вăл. «Чи лайăх класс руководителĕ» конкурса 11 педагог хутшăннă, вĕсем хушшинче Чулкасри вăтам шкулăн Кĕлкешри уйрăм структурăллă подразделенийĕнчи 5 класс ачисен руководителĕ Светлана Васильевна Романова çĕнтерчĕ. «Чĕрене ачасене паратăп – 2026» тата «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2026» конкурссен çĕнтерÿçисем иккĕшĕ те Мăнçырмари В.Д.Николаев ячĕллĕ вăтам шкулта вăй хуракансем пулчĕç: хушма вĕрентÿ педагогĕ Марина Николаевна Романова тата математика предметне вĕрентекен Светлана Витальевна Аверьянова. Вĕсене саламлама сцена çине çак конкурссен пĕлтĕрхи çĕнтерÿçисем те хăпарчĕç. Чыслав саманчĕ вĕçленсе пынă май «Çулталăк вĕрентекенĕ-2026» конкурсăн çĕнтерÿçине — Мăнçырмари шкулта 33 çул ĕçлекен Светлана Витальевна Аверьяновăна сăмах пачĕç. Пултаруллă педагог хăйĕн çĕнтерĕвне Мăнçырмара çуралса ÿснĕ Раççей Геройне Сергей Ильина халалланине палăртрĕ. Çавăн пекех хăй ĕçлекен шкул директорне Геннадий Олегович Васильева, ĕçтешĕсене, хăйĕн çемйине конкурсăн пур тапхăрĕнче те пулăшса, хавхалантарса пынăшăн тав турĕ, педагогсем кашниех конкурс вăхăтĕнче пуян опыт пухнине палăртрĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика