Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен руководителĕсемпе тунтикун ирттернĕ канашлура республикăра пурăнакансен сывлăхĕн теми тĕп вырăнта пулнă.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова 2025 çулта тата 2026 çулăн малтанхи икĕ уйăхĕнче профилактика тĕллевĕпе медицина тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци ирттернине пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтĕр республикăра 586,5 пин çын диспансеризаци тухнă. Пысăк кăтарту пулин те вăл планпа пăхнине кăшт кăна çитеймен — 99,9 процент шайĕнче. Çак йышăн 37,7 процентне тĕплĕнрех тĕрĕсленме хушма тĕпчеве янă.

Иртнĕ çул 199,6 пин çыннăн репродуктивлă сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ку кăтарту вара умĕнхи çулталăкринчен 2,5 хут пысăкрах. Çакна министр демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тăрăшнипе сăлтавларĕ. Çапах кунта та, вăл палăртнă тăрăх, пăшăрхантараканни çук мар. Арçынсен репродуктивлă сывлăхне тĕрĕслесси чăрмавлă-мĕн — этемлĕхĕн вăйлă пайĕ больницăсене килĕштерсех каймасть. Çавна май вĕсен, тĕрĕслемелли йышăн, 84 проценчĕ кăна тĕпчевре пулнă. Хĕрарăмсем ку енĕпе яваплăрах — вĕсен асăннă кăтартăвĕ 103,1 процентпа танлашнă.

Диспансеризаци кăçал пĕлтĕрхинчен те лайăхрах пулса пынă — икĕ уйăхри цифрăсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,5 процент пысăкрах.

Диспансеризаци уссине цифрăсем çирĕп­летеççĕ. Пĕлтĕр 44 пине яхăн çыннăн шала кайнă чирсем пулнине тупса палăрт­нă. Çак йышăн 53 процентне яхăн пайĕ — ĕçлемелли çулсенчи çынсем. Тĕрлĕ амак «рейтингĕнче» малта — чĕрепе юн тымарĕсен, вар-хырăм чирĕсем, сахăр диабечĕ.

Николай НИКОДИМОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика