yUM81feehBkzQq7G4N1OEbZyGwZVoXzFGcQKadUSymRowvCnykKkLVu3xWiYPyLFHgXcPWUP oHdUqN mUyhK dfВăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев территорисен пайĕсен начальникĕсемпе, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен анлă ларăва хальхинче паллă самант­ран пуçларĕ. Василий Викторович Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Юрий Ивановпа пĕрле Çĕнĕ Мăнтăрти Крыловсен çемйине хваттер уççи пачĕ. Николай Крылов асăннă хваттере «Обеспечение жилыми помещениями детей-сирот, оставшихся без попечения родителей, лиц из числа детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей» федераллă программăпа килĕшÿллĕн тивĕçнĕ. Çемье пуçлăхĕ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче тă­ван çĕршыва хÿтĕлет. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев чаплă лару-тăрура хваттер уççине Николай Крыловăн мăшăрне Кристина Сергеевнăна пачĕ, çирĕп сывлăх, çутă малашлăх сунчĕ.

Надежда Шишкина

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика