Апрель уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Вăрмар округĕн администрацийĕн ĕçченĕсем çурхи пĕрремĕш субботнике тухрĕç. Аллисене кĕреçесемпе шăпăрсем тытса туслă коллективпа ĕçлерĕç: юр куписене салатрĕç, ирĕлекен юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа пуçтарчĕç. Уçă сывлăшра пурте пĕрле тăрăшни территорине тасатма та май пачĕ, ырă ĕçе хутшăнакансен кăмăлне те çĕклерĕ.
Мероприяти «Единая Россия» партин «Таса çĕршыв», «Антипаводок» проектсен шайĕнче иртрĕ. Çак проектсен тĕллевĕ — тавралăха тирпей-илем кĕртесси кăна мар, тасалăх кашни çын тĕслĕхĕнчен пуçланнине кăтартасси те.
Çуркунне — çутçанталăк вăранакан вăхăт, çĕнĕлĕх тапхăрĕ. Пурте пĕрле тăрăшсан тавралăх илемленет тата хăтлăланать. Çавăнпа кашни çын скверсенче, парксенче, обществăлла вырăнсенче, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче иртекен субботниксене хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Тавралăха çÿп-çапран тасатса, сукмаксене шăлса эпир пирĕн округăн таса пуласлăхне тÿпе хыватпăр. Çемьепе, кÿршĕсемпе, ĕçтешсемпе пĕрле субботниксене тухар!
Надежда НИКОЛАЕВА
