Православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун умĕнхи юлашки вырсарникун Кăчкă праçникне уявлаççĕ. Кăçал ăна апрелĕн 5-мĕш кунĕнче паллă тăваççĕ.

Аслă типĕ вăхăтĕнче тата Асап эрни умĕн пулнине пăхмасăрах Кăчкă вырсарникунĕ пысăк чиркÿ уявĕ шутланать. Ăна Иисус Христос Иерусалима мухтавлăхĕпе кĕнине халалланă. Иерусалим халăхĕ Турра пальма тураттисемпе кĕтсе илнĕ, вĕсем уяв символĕ шутланаççĕ. Пирĕн çĕршывра çуркунне чи малтан чĕрĕлекен йывăç — кăчкă, çавăнпа ĕненекенсем унăн тураттисемпе пальма тураттисем вырăнне усă кураççĕ.

Кăчкă вырсарникунĕнче мĕн­пур православи чиркĕвĕнче уяв ячĕпе службăсем иртĕç. Чиркĕве çÿрекенсем çак кун кĕлле хутшăнаççĕ, кăчкă тураттисем илсе пыраççĕ. Евангели вуланă хыççăн, Литурги вĕçленсен священник кăчкă тураттисене кĕлĕ вуласа çветтуй шывпа сапать.

Кăчкă тураттисене киле илсе кайса çулталăк хушши, тепĕр Кăчкă праçникĕччен, упрамалла. Пĕлтĕрхи кăчкă тураттисене çÿп-çап вырăнне пăрахмалла мар, вĕсене çунтармалла, кĕлне шывпа юхтарса ямалла.

Кăчкă вырсарникунĕ хыççăн Асап эрни пуçланать — пире Çăлаканăн, Христос Туррăмăрăн, çĕр çинчи пурнăçĕн юлашки эрни. Çак эрнен кунĕсем пурте асаплă кунсен шутне кĕреççĕ. Чиркÿсенче çак кунсенче вăрăм кĕлĕсем пулаççĕ. Асап эрнинчи кĕлĕсене хутшăнни чуншăн çав тери усăллă. Иудăн сутăнчăклăхне аса илни, Христос Туррăмăр хăйне хĕрес çумне пăталас умĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле юлашки хут апат туни /Тайная Вечеря\, Плащаница илсе тухни, 12 Евангели вулани, Христоса тупăка хунине аса илсе кĕлĕ вулани — çак службăсенче кĕлĕ туни Аслă Мăнкуна савăнăçлă туйăмпа кĕтсе илме пулăшать.

Палăртмалла, кăçал Пăлхавăшни кунĕ — Турă Амăшне ырă хыпар пĕлтерни /Благовещение Пресвятой Богородицы\ Асап эрнине лекет, ăна апрелĕн 7-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Вăл православи тĕнĕн тĕп уявĕсенчен пĕри. Çак кун Гавриил Архангел Таса Хĕр Марийăна Турă Ывăлне çуратасси пирки ырă хыпар пĕлтернĕ, унран çуралнă Турă Ывăлĕ пĕтĕм этемлĕхе çылăхран хăтарĕ тенĕ.

Çветтуй кунсем çинчен манмалла мар, чиркÿсенчи службăсене хутшăнмалла, кашни харпăр хăйне тĕрĕс тытмалла. Çăлаканăмăрпа чунпа пĕрле пулмалла, Христоса асра тытса кĕл тумалла. «Эй, Турăçăм, Иисус Христос, çырлах мана» сăмахсем яланах пирĕнпе пулмалла. Вĕсене вăхăтне е вырăнне пăхмасăрах ăсра калама юрать. Чи пĕлтерĕшли — кĕлĕ сăмахĕсем ăшри ÿкĕнÿпе, Турă патне туртăннипе тÿр килмелле. Вара эпир, Турă тивлечĕпе, Христосăн асапĕсен пĕчĕк пайне те пулин чунпа ăнланма, Аслă Мăнкун савăнăçне те туллин туйса илме пултарăпăр.

Елисей ИЛЛАРИОНОВ, Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ настоятелĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика