ЧР Правительствин март уйă­хĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕ­пе республикăра апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕçле режим вăйра. ЧР Министрсен Кабинечĕн март уйă­хĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вара апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ те вăя кĕнĕ. Урăхла каласан, вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли ятарлă тапхăрсем иккĕшĕ те апрелĕн 10-мĕшĕн­чен пуçланнă.

Мĕн çинчен калаççĕ-ха çак ятарлă режимсем? Вĕсем вăйра пулнă чухне посадкăсен çывă­хĕн­чи уйсенче, çул айккисенче тата çырмасенче кăвайт хурассинчен тытăнса тăмалла. Çавăн пекех вăрмансенче те кăвайт ху­ма юрамĕ. Канаш лесничест­вин витĕмĕнче тăракан вăрмансем 50 пин ытла гектар йышăнаççĕ, вĕсем республикăри пилĕк округра вырнаçнă. Эпир, вăрманçăсем, вĕсене сыхласа хăварас енĕпе пур енлĕн ĕçлетпĕр. Çынсемпе профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр, рейдсене тухатпăр тата ытти те. Йĕр­кене пăсакансене тупса палăртсан саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене явап тыттаратпăр. Штрафсен суммисем вара — пĕчĕкех мар.

Федераллă саккунăн 141-мĕш статйипе килĕшÿллĕн уйрăм çынсене — 40 пинрен пуçласа 50 пин таранччен, должноçра тăракансене — 60 пинрен пуçласа 90 пин таранччен, юридици сăпатĕнчисене — 600 пинрен пуçласа 1 миллион таранччен штрафлама пултарĕç. Чă­ваш Енре пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ пуçланнă май штрафсен виçи темиçе хутчен те хăпарма пултарать.

Çавăнпа та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкес мар тесессĕн тăван тавралăха вут-кăвартан пĕрле туслă йышпа сыхлар, вăрманта пушар хăрушсăрлă­хĕн йĕркисене çирĕп пăхăнар. Вут-çулăм алхаснине асăрхасан пурне те çăлав службине 01, 101 тата 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Владимир ГЛУХОВ, Канаш тăрăхĕнчи вăрман хуралĕнче ĕçлекен лесничий

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика