Регион делегацийĕ ятарлă çар операцийĕн зонинче пулнă, пилотсăр авиаципе артиллери подразделенийĕсенчи ентешсемпе курнăçнă.

Сумлă делегаци йышĕнче Правительство Председателĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов, Олег Марков вице-премьер, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Андрей Марушинпа Роман Алексеев, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн мобилизаци ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Кириллов пулнă. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем валли ыркăмăллăх пулăшăвĕ илсе çитернĕ.

«Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе ĕçтешсемпе СВО зонинче пултăмăр. Салтаксем патне çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен хыпарсем, ентешсенчен гуманитари пулăшăвĕ, техника илсе çитертĕмĕр. Тата — республика Пуçлăхĕнчен Тав çырăвĕсемпе сехетсем те», — паллаштарнă çулçÿрев тĕллевĕпе Сергей Артамонов.

Делегаци чи малтанах Запорожье облаçĕнчи тата Донецк Халăх Республикинчи пилотсăр тытăмсен батальонĕн салтакĕсемпе тĕл пулнă. Ку ушкăна регионти «СВО ветеранĕсен ассоциацийĕ» обществăлла организацин руководителĕ Юрий Богданов ертсе пырать. Премь­ер-министр подразделение çул-йĕр çук çĕрте çÿреме, тĕрлĕ ĕç пурнăçлама УАЗ автомобиль тата кирлĕ хатĕр-хĕтĕр панă. Салтаксене ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвĕпе тата сехетпе хавхалантарнă.

Унтан 292-мĕш артиллери полкне çитнĕ. Сергей Артамонов полк командирĕн заместительне Дмитрий Тихонова микроавтобус /ăна тĕрлĕ техника хатĕрĕпе пуянлатса СВО зонинче усă курма меллĕ тунă\ уççине панă.

«Чăваш Ен хамăрăн салтаксене пулăшать. Çавна май предприятисене тав тăвас килет, вĕсем яланах пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех çар çыннисене те тав. Эпир Çĕнтерĕве пĕрле çывхартма мĕнпур вăйран тăрăшатпăр», — тенĕ Сергей Артамонов.

Сергей Геннадьевич СВО зонинче çавăн пекех Раççей Геройне Андрей Буйлова «Чăваш Енĕн Хисеплĕ гражданинĕ» пулса тăнă ятпа саламланă. «Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн паллине тата удостоверенине Раççей Геройне Андрей Буйлова парасси — маншăн пысăк чыс», — тенĕ вăл.

Валентина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика