HnXKAEw7eFSKg0k SYb44tRDG0u1hK qyMqu2l5Vrew6JvPbv7DXHJF2sq1jrHrtgS9FESHmAil gtxrcJub0HRВăрмар округĕнче СВО валли маскировка сеткисене çыхаканĕсен пысăк йышĕ йĕркеленнĕ паянхи куна. Пĕтĕмпе районĕпе 16 вырăнта пуçарса янă çак ĕçе. Хăшĕсем маларах, теприсем каярах тытăннă сетка çыхма. Пĕр-пĕринчен ĕç майне вĕренсе пырса пысăк юхăм йĕркеленчĕ пирĕн районта. Пинерсем, акă, чи хастаррисем, чи пуçаруллисем пулса тăчĕç: районта чи малтан çыхма тытăнчĕç çак çăлăнăç сечĕсене. Тĕрĕс­рех палăртсан, Пинерти тĕп шкул директорĕ, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Герман Станиславович Боредский тăрăшнипе 2023 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче пуçăннă пинерсем çак пархатарлă ĕçе. Паянхи кун та пĕр чарăнмасăр ялти шкулта пĕрле пуçтарăнса тăрăшаççĕ. Герман Станиславович хĕрарăмсене ĕç хатĕрĕсемпе, материалсемпе тивĕçтерсе тăрать, хатĕр сеткăсене вырнаçтарма пулăшать. Çавăн пекех Роза Аркадьевна Морякова бригадир та сетка çыхакансен кулленхи ĕçне йĕркелесе пырассипе тăрăшать. Сăмахран, пĕлтĕр çулла шкулта пушар сигнализацийĕ улăштарнă вăхăтра ĕç чарăнса ан лартăр тесе сетка çыхмалли станока Роза Аркадьевна патне киле кайса лартнă пулнă, ун патĕнче ĕçленĕ. Çавăн пекех Галина Николаевна Павлова, Елена Николаевна Антонова, Римма Александровна Исаева, Ираида Михайловна Васильева, Лилия Владимировна Арефьева, Галина Владимировна Чернова, Лилия Вениаминовна Ефремова, Наталия Леонидовна Ефремова, Лидия Николаевна Сапаркина, Роза Германовна Нимакова, Лариса Вениаминовна Никитина, Татьяна Анатольевна Петрова, Алина Владимировна Павлова, Ольга Геннадьевна Михайлова, Елена Вениаминовна Гаврилова, Наталия Анатольевна Лютикова, Надежда Валерьяновна Васильева, Эльвира Николаевна Васильева, Вероника Николаевна Родзянова, Татьяна Валериановна Егорова сетка çыхма çÿреççĕ хальхи вăхăтра, вĕсем хушшинче шкулта ĕçлекенсем чылайăн.

«Çак кунсенче пиллĕкмĕш хутчен Аслă Чакри волонтерсем урлă парса яратпăр хатĕр сеткăсене, Сергей Козловран та парса ятăмăр. Пĕлтĕр «Единая Россия» партин Шупашкарти уйрăмне те темиçе хутчен кайса парсаччĕ. Пурин валли те паратпăр. Сăмах май каласа хăварсан, Пинерти шкулта вĕреннĕ 17 арçын СВО-ра хальхи вăхăтра», — палăртрĕ Герман Боредский.

Шкул ачисем, кунта ĕçлекенсемпе учительсем те вăхăт пур чухне хутшăнаççĕ сетка çыхас ĕçе. Пĕрремĕш сменăна 9.00 сехет иртсен килеççĕ те 13.00 сехет таранччен ĕçлеççĕ, иккĕмĕш сменăна тĕрлĕрен вăхăтра кам мĕнле пултарнине кура çÿреççĕ.

Паянхи куна 413 сетка çыхнă пинерсем. Ял халăхĕ укçа-тенкĕ пуçтарса парса пулăшать, Çĕнĕ Кинчерсем те укçан пулăшаççĕ çак ĕçре. Кашниех Çĕнтерĕве çывхартассишĕн май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика