Раççейре апрелĕн 6-12-мĕшĕсенче Космос эрни иртет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв­ра çулсерен Космос эрнине ирттересси пирки 2025 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Хушу кăларнă. Космос эрнин организаторĕ — «Роскосмос» патшалăх корпорацийĕ.

Пĕтĕм çĕршыври пекех Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар округĕнче те, этем космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 65 çул çитнине халалласа апрелĕн 6-12-мĕшĕсенче мероприятисем иртеççĕ. Тĕслĕхрен, Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем Г.Е. Егоров ячĕл­лĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулса ачасемпе «Космосра пĕрремĕш» темăпа информаци сехечĕ ирттернĕ.

Апрелĕн 12-мĕшĕнче Раççейре Космонавтика кунне паллă тăватпăр. Çавăн пекех тĕнчере çак кун этем космоса вĕçнин Пĕтĕм тĕнчери кунне тата Пĕтĕм тĕнчери авиаци тата космонавтика кунне паллă тăваççĕ. 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче совет космонавчĕ Юрий Гагарин космоса вĕçсе пирĕн çĕршыва мухтава кăларнă. Çак пулăм политика енĕпе те, ăслăлăх енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Информаци сехечĕ вăхăтĕнче ачасене Юрий Алексеевич Гагарин çинчен, вăл вĕçеве мĕнле хатĕр­ленни тата вĕçев мĕнле иртни пирки каласа панă. Ачасем космоса вĕçме 3,5 пине яхăн çын кăмăл тунине пĕлнĕ. Вĕсенчен чи çирĕпписене, чи чăтăмлисене суйланă: Юрий Гагарина, Григорий Нелюбова, Герман Титова. Çавăн пекех ачасене космонавтика пирки интереслĕ фактсемпе, вĕçев умĕнхи йăласемпе паллаштарнă. Мероприяти тĕлне космонавтикăпа çыхăннă кĕнекесен куравне те хатĕрленĕ. Вĕсенче пĕтĕм тĕнчери вĕçевсем, Çăлтăрлă хула, космонавтсен пĕрремĕш отрячĕ тата вĕсен яваплă ĕçĕ, Юрий Гагаринăн амăшĕн Анна Тимофеевна Гагаринăн асаилĕвĕсене вуласа пĕлме пулать. Унсăр пуçне ачасем паллă космонавтсен сăн ÿкерчĕкĕсене курса вĕсен сăнĕсене асра хăварнă.

Лия КУДРОВА, библиотекарь

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика