Пирĕн çĕршывра «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ пурнăçланать. Хăнăхнă йăлапа эпир ăна ГТО тесе кĕскен калатпăр.

Аса илтеретпĕр, ГТО комплексне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2014 çулта çĕнĕрен хута янă. ГТО халăха — ачасемпе çамрăксене те, аслăрах ÿсĕмрисене те — физкультурăна тата спорта явăçтармалли ăнăçлă механизм шутланать.

Çĕршыв рейтингĕнче малта

IMG 2222kd4k3k6bwdoHIjgoYuJfn Rub5a iXkSszymaGEhw9YLm3FsusSXWUxZ5U7izsPC0z2jCIkx1hrv6wWUVzjjrM0GЧăваш Республики ГТО комплексне регион территорийĕнче аталантарассипе активлă ĕçлет. 11 çул хушшинче ГТО комплексне Чăваш Енре пурăнакан 460 пин ытла çын хутшăннă. Ку вăл республика территорийĕнче пурăнакан 6 çултан аслăрах çынсен 39 ытла проценчĕ. 200 пин ытла çын нормативсене ăнăçлă пурнăçласа ГТО знакне тивĕçнĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ — шкул ачисемпе студентсем.

Регионсен ĕçĕ-хĕлĕн эффективлăхне хакламалли тĕп инструмент — Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ мĕнле пурнăçланнине палăртакан рейтинг. 2025 çулхи кăтартусем тăрăх, Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри рейтингра çĕршыври регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта тăрать, Атăлçи Федераллă округĕнчи регионсем хушшинче вара — пĕрремĕш вырăнта.

2025 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи даннăйсем тăрăх, Чăваш Респуб­ликинче пурăнакан 130 734 çын ГТО комплексне пурнăçлама регистрациленсе харпăр хăй номерне /УИН\ илнĕ. 85 584 çын тестировани центрĕсенче нормативсене пурнăçлама тытăннă.

ГТО комплексне аталантарма Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн фестивалĕсене ирттерни пулăшать. Çакăн пек фестивальсенче халăх ГТО нормативĕсене те пурнăçлать, ГТО комплексĕ тата сывă пурнăç йĕрки çинчен те ытларах пĕлме пултарать. 2025 çулта Чăваш Енре çĕршыв шайĕнчи пĕр фестиваль, республика шайĕнчи пилĕк фестиваль иртнĕ: ĕçлĕ коллективсем, спорт федерацийĕсем, аслă шкулсенче вĕренекенсем, ĕç тăвакан органсем, массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче, çавăн пекех çемье командисем хушшинчи фестивалĕн Пĕтĕм Раççейри тапхăрĕ пулнă.

ГТО комплексне аталантарассипе республикăри 23 муниципалитетран пуринче те тăрăшаççĕ, вĕсенче 31 тестировани центрĕ ĕçлет. «Раççей спорчĕ» федераллă проект шайĕнче хальхи йышши спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтернĕ 23 ГТО площадки йĕркеленĕ. Çак площадкăсем регионта пурăнакансене спортпа туслă пулма, сывлăхне çирĕплетме анлă майсем туса параççĕ.

Пур енчен те усăллă

Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕн территорийĕнче те ГТО площадки пур. Ăна ГТО нормативĕсене пурнăçлама хатĕрленмелли оборудованипе тивĕçтернĕ. А.Ф. Федоров ячĕл­лĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче тестировани центрĕ ĕçлет. Унсăр пуçне Вăрмар округĕнчи темиçе шкулта та тестировани пункчĕсем йĕркеленĕ — Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулсенче, Пинерти тĕп шкулта. Ача сачĕсен воспитанникĕсем, шкул ачисем ГТО нормативĕсене пурнăçлама хастар хутшăнаççĕ, ĕçлĕ коллективсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Сăмахран, А.Ф. Федоров ячĕл­лĕ Вăрмарти спорт шкулĕнчен пĕл­тернĕ тăрăх, кăçалхи март уйă­хĕнче кăна Вăрмар округĕнче пурăнакан 234 çын ГТО комплексне хутшăннă.

ГТО нормативĕсене пурнăçлани пур енчен те усăллă. Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлакансене ГТО комплексĕн ылтăн, кĕмĕл е бронза значокĕсемпе наградăлаççĕ. Значок илекенсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Абитуриентсем ЕГЭ результачĕсем çумне хушма балсем илейреççĕ, студентсене вара хушма стипендипе савăнтарма пултараççĕ. Официаллă ĕçлекен çынсен /ГТО знакне пĕрремĕш хут илекенсен е нормативсене тепĕр хутчен пурнăçласа унччен илнĕ знака çирĕплетсен\ 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен налук тÿленин пĕр пайне тавăрма ирĕк пур, ГТО комплексне пурнăçланă çул диспансеризаци тухма кăна манмалла мар.

ГТО комплексне хутшăнас тесен ГТО сайтĕнче — www.gto.ru — харпăр хăй кабинетĕнче регистрациленмелле, Патшалăхăн пĕрлехи порталĕ урлă авторизаци тумалла. 14 çултан кĕçĕнрех ачасене вара ашшĕн е амăшĕн Патшалăхăн пĕрлехи порталĕнчи профилĕ урлă регистрацилемелле.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика