Шывра ишме хăнăхтарать

«Ачасен пурнăçĕнче асра юлмалли самантсем ытларах пулччăр. Вĕсене ырри патне кăна туртăнма сăлтавсем тупса памалла, спортпа физкультурăна хутшăнма пĕчĕкрен хăнăхтармалла, çынна хисеплеме вĕрентмелле. Çакă вара вĕсенче ăруран ăрăва куçса пыракан кăмăл-сипет тата культура йăли-йĕркисене çирĕплетме пулăшать», - тесе тăтăшах калать Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев пирĕн республикăра спорта мала хунине тата ăна ачасене пĕчĕкренех явăçтармаллине палăртса.

Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ пирĕн ра­йон­ти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлекенсем. Кунтан халăх пĕрре те татăлмасть тесен те тĕрĕсех. Кам теннисла выляма çÿрет, ÿт-пĕве çирĕплетмелли спорт хатĕрĕсем те пур, фитнес-зал, вĕри саунăра ларас килет-и — вăл та хатĕр, шывра ишсе киленес текенсем вара питĕ нумай. Ашшĕ-амăшĕсем ачасене мĕн пĕчĕкренех шывра ишме хăнăхтарас тесе тăрăшаççĕ. Бассейн ĕçлеме тытăннăранпа мĕн чухлĕ ача шывран хăрама пăрахса ишме вĕреннĕ-ши, шутласа та кăларас çук. Вĕсем çеç-и-ха, самаях çулланнисем те шывра ишме вĕреннĕ е халĕ те вĕренесшĕн. Кунта чылай çул вăй хуракан И.Алешин тренер шывра ишме вĕрентнипе чылайăшĕ Раççей спорт мастерне çитнĕ. Акă, тĕслĕхрен, Ольга Ивановăнах илер. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех кунта çÿреме юрат­нă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тĕрлĕрен ăмăрту­сене хутшăнса Раççей спорт мастерне çитнĕ. Халĕ вăл Санкт-Петербургри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ наци патшалăх физкультурăпа спорт тата сывлăх университетĕнче 1 курс вĕренсе пĕтернĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлет. Вăхăтлăха кунта вăй хурса 5-8 çулхи ачасене шывра ишме хăнăхтарать. Тен, хăшĕсемшĕн çакă спортри пĕрремĕш утăмсем пулĕç. Пурте — малашлăхра.

Килĕштереççĕ ăна вĕтĕр-шакăрсем, кăмăлласах бассейна ишме вĕренме çÿреççĕ. Ырă кăмăллă хĕр кунта ĕçлекенсемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те ун çинчен ырăпа калаççĕ. Çынпа ĕçлессин пуçламăшĕ пур, малашне те ăнăçуллă пултăр спорта юратакан хĕрĕн.

Суйлама пĕлмелле

Майонез вăл апата тутлăлантаракан продукт. Ăна туяннă чухне этикетки çинче мĕнле ингредиентсем хушнине пă­хмалла.

Майонезра пĕр процентран кая мар çăмарта пулмалла. Енчен те тĕрлĕрен çусем, сĕт-çу продукчĕсем тата эмульгаторсем, çуллăхĕ 50 процент­ран сахалтарах хуть те мĕн­ле çу эмульсийĕн продукчĕ пур пулсан вăл майонез соусĕ шутланать. Çакна туса кăлараканăн упаковка çинче кăтартмалла. Пахалăхлă майонезра ÿсен-тăран çăвĕ, çăмарта сарри е çăмарта порошокĕ, горчица, уксус, тăвар тата сахăр пулмалла. Майонезра чăн-чăн таса продуктсем пур пулсан унăн упранаслăх вăхăчĕ сахал пулать. Çавăнпа та майо­нез туяннă чухне этикеткине ла­йăхрах вулама манса ан ка­йăр. Çапла вара мĕнле суйласа илме пĕлмелле-ха лайăх майонеза?

Чи малтанах ун çинче çă­марта продукчĕсем пуррине пăхмалла, ингредиентсен спи­сок­не пăхмалла. Ÿсен-тăран çăвĕсен ятне çырни /подсол­нечное, оливковое.../ лайăх­рах. Çăралăхне пăхни те чармасть: ытлашши çăра пулсан унта крахмал тата ятарласа çăратмалли япаласем ытларах хушнă. Ытлашши шĕвĕ пулсан - унта эмульгаторсем çителĕксĕр. Лайăх майонезăн пĕр евĕрлĕрех пулмалла, кăштах хăмпăсем курăнмалла. Хăмпăсем нумаййи вăл пăсăлнине пĕлтерет. Майонезăн тĕсĕ те пĕр евĕрлĕ шурă е сарăрах шупка /кремовый\ пулмалла, ытлашши сарă пулсан унта пĕветмелли сăрă нумайрах хушнă. Унсăр пуçне упранаслăхне пăхмалла. Сутаслăх вăхăчĕ вăл ăçта упраннинчен килет. Майонеза 18 градусра упрама юрать пулсан та холодильник­ре лараканнине туянма тăрăшăр.

ТУТЛĂ ТА, УСĂЛЛĂ ТА

Чăхпа кабачокран — котлет

4-6 котлет валли: шăмминчен уйăрнă чăх какайĕ — 800 грамм, кабачок — 200 грамм, кишĕр — 100 грамм, çăмарта — 1 штук, сухан — 80 грамм, тăвар.

Кабачока вĕтĕ теркăпа хырмалла. Чĕрĕ кишĕре те хуппинчен тасатса теркăпа вĕтетмелле. Пуçлă сухана çурма ункăсем туса касмалла. Чăх какайне вĕтĕ турамалла е аш арманĕ витĕр те кăларма юрать /çапла тусан котлет çемçерех те тутлăрах пулать/. Мĕнпур ингредиентсене тарăн савăта ямалла, чĕрĕ çăмарта хушмалла та лайăх пăтраштармалла. Хатĕр фаршран котлет туса тип çу сĕрнĕ вĕри çатма çине хумалла, кăштах шыв хушмалла та çатмана хупкăçпа хупласа пăшăхласа пĕçермелле. Котлета ăшăлла кирек мĕнле гарнирпа та çиме лайăх, хăй кăна та питĕ тутлă.

Ачаранах тĕрĕс апатланмалла

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканшăн спортпа кăна туслă пулни çителĕксĕр, тĕрĕс апатлану пирки те манмалла мар. Мăнтăрланас мар тесен сĕтел çинче сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç пулмалла. Ÿт-пÿ виçи ытлашши çыннăн чĕре чирĕсем, сахăр диабечĕ аталанас хăрушлăх пысăк, вĕсем юн пусăмĕ хăпарнипе час-часах аптăраççĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчери чи анлă сарăлнă вăрах чирсенчен пĕри — шăпах çын мăнтăрланни шутланать. Çавăнпа çак чире профилактикăлассине мĕн ачаранах пуçламалла, ачасемпе çул çитменнисене тĕрĕс апатланма хăнăхтармалла, «фастфудран» пăрăнма вĕрентмелле. Шкул ачисен сывă апатланăвĕн правилисемпе пире паян районти тĕп больницăн участокри врач-педиатрĕ Елена Валерьевна ВАСИЛЬЕВА паллаштарать:

«Шкул ачи йĕркеллĕ ÿссе аталантăр тесен ашшĕ-амăшĕн вăл мĕнле апатланнине тимлесех тăмалла, мĕншĕн тесен çак тапхăрта ача хăвăрт çитĕнет, унăн шăммисем, мышцисем ÿсеççĕ, организмри япаласен ылмашăвĕ йĕркеленет, эндокрин тытăмĕпе пуç мимин ĕçĕ-хĕлĕ улшăнаççĕ.

Шкулта вĕренекен ачан режима пăхăнса, кунне 4-5 хутчен, апатланмалла. Ирхи тата кăнтăрлахи апат уйрăмах тутлăхлă пулмалла, каçхи апата вара çывăрма выртас умĕн 2 сехет маларах лармалла.

Специалистсем порцисене çак таблицăпа килĕшÿллĕн пайлама сĕнеççĕ:

Çинĕ апат организмра энергине куçать, ăна вара тĕрĕс расхутламалла. Апат-çимĕç калорилĕхне начарланнă чухне кăна мар, ÿт-пĕве тонусра тытас тесен те шута илмелле. Шкул ачисем пирки калас пулсан вĕсен рационĕн калорилĕхĕ çапларах /ккал\:

Спортра активлă ачасене энерги ытларах кирлĕ, çавăнпа вĕсем çиекен апатра ыттисемпе танлаштарсан 300 ккал нумайрах пулмалла.

Тутлăхлă япаласене тĕрĕс шайлаштарни сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Белоксен, çусен, углеводсен шайлашăвĕ 1:1:4 пулмалла.

Хамăр тăрăхра çитĕнтернĕ чĕрĕ пахчаçимĕçпе улма-çырла кунсерен 400 грамран кая мар çиме тăрăшмалла, вĕсем организма витаминсемпе, микроэлементсемпе тивĕçтереççĕ.

Ачан шăммисем сывă пулччăр тесен сĕтел çинче кашни кунах сĕт-çу продукчĕсем пулмалла. Йĕркеллĕ ÿссе аталанма шкул ачине белоклă продуктсем те кирлĕ — аш-какай, пулă, çăмарта. Консервланă продукципе кăлпасси мар, аш-какайран килте хатĕрленĕ апат çимелле. Эрнере 3 хутран кая мар пулăпа апатланмалла. Пулăра ачана çав тери кирлĕ çуллă йÿçексем, тинĕс пуллинче вара — йод та пур. Апат хатĕрленĕ чухне йод хушнă тăварпа усă курма тăрăшмалла, анчах ытлашши тăварлă çимелле мар.

Апат усăллă пултăр тесен ăна шывра, пăс çинче, духовкăра, кăмакара пĕçермелле. Сахăр, пылак апат-çимĕç çиессине чакармалла. Консервантлă, тĕс, тутă паракан сиенлĕ япаласемлĕ апат-çимĕçе, пылак шывсене / чăмламалли резина, «Чупа-чупс» евĕрлĕ канфетсем, чипсы, тутлăлантарнă вĕтĕ сухарисем, «Пепси-кола», «Фанта» евĕр напитоксем, «фастфуд»\ рационтан кăларсан аван.

Паллах, харпăр хăй гигиенин правилисене те çирĕп пăхăнмалла. Лавккаран илнĕ продуктсен упранаслăх вă­хăтне пăхсах тăмалла, килте хатĕрленĕ апат-çимĕçе те нумай вăхăт хушши уп­рамалла мар — ку вăл апатпа наркă­мăшланас хăрушлăхран хăтăлма пулăшĕ.

Пĕтĕмлетсе каласан, ачан апатланăвне тĕрĕс йĕркеленинчен вăл ÿссе çитĕнсен унăн сывлăхĕ мĕнле пуласси тÿрремĕнех килет, ку ыйтупа çăмăлттай пулни пуласлăхра йывăрлăхсем патне илсе çитерме пултарать. Ан манăр: шкул ачисен çирĕп иммунитечĕпе сывлăхĕн тата вăл шкулта мĕнле ĕлкĕрсе пынин никĕсĕ — тĕрĕс апатланура».

«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДаниловА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика