hk

Кунсем, çулсем пĕр сисĕнми иртеççĕ, вăхăт урхамахĕ малаллах чуптарать, анчах иртсе кайнă вăхăтсемпе ырă пулăмсем нихăçан та манăçмаççĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсем те яланах асра...

Эпир, 1975 çулта Кивĕ Вăрмарти 8 çул вĕренмелли шкула пĕтернисем, çулсеренех пĕрле пухăнса тĕлпулусем ирттерме тăрăшатпăр. Кăçал те ырă йăларан пăрăнмарăмăр, Кивĕ Вăрмар шкулĕнче пуçтарăнса асаилÿ çăмхине сÿтрĕмĕр. Пурĕ 11 çын пухăнтăмăр.

8 «А» класран эпир 36 ача вĕренсе тухнă, унтан кун-çул сукмакĕ кама ăçталла илсе кайнă. Хăшĕсем Вăрмарти вăтам шкулта малалла пĕлÿ илнĕ, теприсем тÿрех хуланалла çул тыт­нă тата ытти те.

Пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен Феоктиста Васильевна Васильева пулнă, ун хыççăн Антонина Ивановна Регина вĕрентнĕ, 4-мĕш класран Аврора Михайловна Ларионова çунатти айне лекрĕмĕр. Виççĕшĕ те вĕсем чăн-чăн педагогсем пулнине хăйсен ырă ĕçĕпе çирĕплетнĕ. Пире тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани панă, пурнăçра кашнине хăйĕн вырăнне тупма пулăшнă.

Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕреннĕ çулсем пирĕн чунсенче тарăн йĕр хăварнă. Кунта пире Тăван çĕршыва юратма, тăван тăрăхшăн юрăхлă çынсем пулма хăнăхтарнă. Хальхи вăхăтра та Кивĕ Вăрмар шкулĕнчи вĕрентÿ ĕçĕ çÿллĕ шайра пулса пынине палăртмалла, çитĕнекен ăрăва тĕр­лĕ енлĕ аталанма кунта пĕтĕм услови пур.

Ăшă сăмахсем, манăçми асаилÿсем сахал мар пулчĕç çак кун. Шкул ачисен концертне курса савăнтăмăр, хамăр класс ячĕпе шкула парне патăмăр. Паллах, пĕрле вĕреннĕ, çут тĕнчерен уйрăлса кайнă юлташсене /вĕсем 10 çын/ аса илтĕмĕр. Вĕсен çутă сăнарĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асăмăрта юлĕç. Тĕлпулу хăтлă та ăшă лару-тăрура иртрĕ.

Валерий ПЕТРОВ

Кивĕ Вăрмар ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика