2020-2024 çулсенчи кăтартусемпе Чăваш Енре экспорт калăпăшĕ 37 процент ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Кăркăсстан, Казахстан, Беларуç, Инди, Китай, Узбекистан, Азербайджан, Молдова, Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсем, Турци Чăваш Республикин пысăк суту-илÿ партнерĕсем шутланаççĕ. Пĕтĕмпе республика экспорт тата импорт енĕпе 51 çĕршывпа çыхăну тытать. Чикĕ леш енче ытларах пирĕн машинăсене, транспорт хатĕрĕсене, апат-çимĕç таварĕсемпе чĕр тавара, хими промышленноçĕн продукцине ыйтаççĕ. 2024 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен экспорт калăпăшĕ икĕ хут ÿснĕ. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе Чăваш Енре экспорт ĕçне аталантарассипе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ, инвестицисене илĕртме çĕнĕ мелсем шыраççĕ, çĕнĕ меслетсемпе усă кураççĕ. Туслă çыхăну йĕркелес тĕллевпе ют çĕршывсенчен килекенсене куллен йышăнаççĕ. 2024 çулта республикăна ют çĕршывсенчен официаллă 24 делегаци килнĕ: Шри-Ланкран, Беларуçран, Китайран, Узбекистанран, Турцирен, Иранран, Индирен, Азербайджанран.
Чăваш Енре «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт аталанăвĕн система мерисем», «Промышленноç экспорчĕ», «АПК продукцийĕн экспорчĕ» регион проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре 2030 çулччен экспорта аталантармалли стратеги планне çирĕплетнĕ. «Çĕршывсен кооперацийĕ тата экспорт» наци проектне 6 çуллăха тăснă. Паянхи тĕп тĕллев — 2030 çулччен экспорта палăрмаллах ÿстересси. Çавăн пекех регион ертÿçи таварсене тиесе ăсатассипе, сертификат илессипе, продукцие туянакана илĕртмелле чĕркессипе çыхăннă тăкаксене саплаштармалли тÿлеве илмелли «Экспорт кешбэкне» ĕçе кĕртме сĕннĕ. Халĕ çак ыйтупа ĕçлеççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ