2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ наци проекчĕ — «Экологи ырлăхĕ» — ĕçлеме пуçланă. Унăн тытăмĕнчи федераци проекчĕсем хушшинче «Вăрмансене сыхласси» проект та пурнăçланать.
Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов палăртнă тăрăх, «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласси» федераци проекчĕ шайĕнче пирĕн çĕршывăн çутçанталăк пуянлăхне — вăрмансене — сыхлассине, уйрăмах вăрман культурисене пăхса тăрассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Эпир унчченхи «Экологи» наци проекчĕн задачисене вăрмансем лартса ÿстерес тĕлĕшпе ăнăçлă пурнăçларăмăр. Халĕ пирĕн умра тăракан тĕллевсене те çавăн пекех пурнăçлама ăнтăлăпăр, вăрмансене сыхлăпăр, вĕсем нумайрах пулччăр тесе тăрăшăпăр», — тенĕ вăл.
Акă, хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи вăрман инспекторĕсем вăрмансен сывлăхне тимлеççĕ. Вĕсем вăрман территорийĕсене сыхлама патрульте çÿреççĕ. Вăрмансем мĕнле лару-тăрура пулнине — йывăçсен сывлăхне, вĕсем аманнă, хуçăлнă пулсан сăлтавне тупассине — тимлĕх уйăраççĕ. Енчен те пăшăрханмалли сăлтавсем пулсан вырăнти лесничествăпа çыхăнса тĕпчевсем ирттереççĕ.
Унсăр пуçне инспекторсем саккуна пăснă тĕслĕхсемпе те кĕрешеççĕ. Сăмахран, Шупашкар лесничествин территорийĕнче патрульте пулнă чухне вĕсем халăхпа калаçусем ирттернĕ, пушар тата санитари хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн явап тыттарассине асăрхаттарнă.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Вăрмансене çĕнетсе пырас тата сыхласа хăварас енĕпе пысăк кăтартусем тунă. Çакна вăрмана сыхласа упрама пулăшакан ĕçсем йĕркелесе ирттернипе тума май килнĕ. Çавăн пекех лартмалли материала пăхса çитĕнтермелли инфратытăма аталантарас, вăрмансене пушартан сыхламалли пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе йышăннă мерăсем, çав шутра цифра мелĕпе тунă юлашки йышăнусем те, хăйсен ырă витĕмне кÿчĕç. Çапла майпа республикăра темиçе çул хушши ĕнтĕ усă курма пăрахнă вăрмансене çĕнетмелли плансем палăртнинчен иртсе пурнăçланаççĕ тата пысăк пушарсем пулмаççĕ. Вăрманпа тĕрĕс усă курма вĕренмелле. Паян тĕрлĕ тĕллевпе усă куракан йывăçран тунă продукци лайăх сутăнать». /ЧР Патшалăх Канашне 2025 çулта янă Çыруран/.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ