Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕсене халалланă мероприятисене пурнăçланă май Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн сотрудникĕсем ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлакан салтаксене валли окоп çуртисен черетлĕ партине ăсатнă. Çавăн пекех ачасем те пирĕн ентеш-салтаксен кăмăлне çĕклеме хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе çырăвĕсене парса янă. Никам та айккинче юлман.
Окоп çуртисене хатĕрлеме Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн кăнтăрлахи ушкăнне çÿрекен ачасем, «кĕмĕл» волонтерсем хутшăннă. Çурта тумалли хатĕрсене пĕтĕм учрежденийĕпех пуçтарнă.
«Эпир тунă окоп çуртисем салтаксен чунĕсене ăшăтасса шанатпăр. Çĕнтерÿ пирĕн енче пултăр, мирлĕ пурнăç часрах çиттĕр», — теççĕ Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн сотрудникĕсем.
Надежда РОДЗЯНОВА, çемьепе ачасене пулăшу кÿрекен уйрăмăн заведующийĕ