usirВ.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлекенсем тата вĕренекенсем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшу кÿрес ĕçе активлă хутшăнаççĕ.

Сăмахран, вĕсем маскировка сечĕсем çыхассипе хастар. Маскировка сечĕсем салтаксемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем техникăна, окопсемпе блиндажсене хуплама, тăшмансенчен пытанса вĕсене улталама пулăшаççĕ. Çавна май Мăнçырма шкулĕн коллективĕпе ачасем асăннă ĕçе кунсеренех туслă йышпа пурнăçлаççĕ.

Окоп çуртисем хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ кунта. Çак кунсенче иртнĕ «Окоп çурти» акци вăхăтĕнче ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, шкул ĕçченĕсем консерв банкисем тата картон пуçтарчĕç, парафин туянчĕç.

Технологи вĕрентекенĕ Марина Романова окоп çурти мĕнле тумаллине ăнлантарчĕ. Çак çуртасем пирĕн салтаксен пурнăçне çăмăллатнине акцие хутшăннă кашни çын лайăх ăнланать. Окоп çурти 5-7 сехет çунать, ăшăпа тата çутăпа тивĕçтерет. Ăна сÿнтерме тата каялла çутма пулать. Çуртапа усă курса ăшăнаççĕ, атă-пушмак типĕтеççĕ, апат ăшăтса çиеççĕ, шыв вĕретеççĕ.

Унсăр пуçне, ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах, Мăнçырма шкулĕнче вĕренекенсем салтаксемпе офицерсем валли çырусем çыраççĕ, открыткăсем хатĕрлеççĕ. Йывăр вăхăтра кашни çынна ăшă сăмахсем кирлĕ, çав шутра çар задачисене пурнăçлакан салтаксене те. Хăйсен çырăвĕсенче ачасем вĕсене чунран тухакан ăшă та ырă сăмахсемпе хавхалантараççĕ, тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама, тăван тăрăха хă­вăртрах таврăнма сунаççĕ.

Маскировка сечĕсене, окоп çуртисене, çырусемпе открыткăсене, çавăн пекех çăмăл мар условисенче куллен кирлĕ ытти япаласене те Мăнçырма шкулĕ салтак-ентешсем патне СВО волонтерĕсем урлă ăсатать. Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра Раççейре пурăнакансем пĕрлĕхре пулни, пĕр-пĕрне тата паттăр салтаксене тĕрев пани Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать.

Алина ВАСИЛЬЕВА, педагог-психолог, 2-мĕш класс руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика