Акци
🚗Руль умĕнчи хĕрарăмсене чечексемпе савăнтарчĕç💐
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, йăлана кĕнĕ йĕркепе, çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем «Автоледи валли чечексем» Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнаççĕ, руль умĕнчи хĕрарăмсене чечексем парса вĕсен кăмăлне çĕклеççĕ.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн патшалăх автоинспекцийĕн отделенийĕн сотрудникĕсем те, унчченхи çулсенчи пекех, «Автоледи валли чечексем» акцирен айккинче юлмарĕç. Вĕсем руль умĕнче ларакан этемлĕхĕн черчен пайне — Вăрмар округĕнчи автоледисене — Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, яланах хальхи пекех илемлĕ те хастар пулма сунчĕç. Çав вăхăтрах хăйсен тивĕçĕсем пирки те манмарĕç — хĕрарăмсене çул çинче тимлĕ пулмаллине, çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕç.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи
«Урмарский» уйрăмĕн патшалăх автоинспекцийĕн отделенийĕ