photo 2025 03 11 14 57 44Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Шашка-шахмат» кружок пĕрлешĕвне çÿрекен ачасен çак кунсенче интереслĕ те усăллă тĕлпулăва хутшăнма тÿр килчĕ. Вĕсем патне хăнана Зеленодольск хулинчен шахмат енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Владислав Михайлович Моисеев тата Çĕнĕ Шупашкартан республикăри шахмат шкулĕн воспитанникĕ, 13 çула çитейменнисем хушшинче Чăваш Ен чемпионĕ пулма тивĕçнĕ Платон Разумовский килсе çитрĕç.

Владислав Михайлович ачасемпе «Пешечный эндшпиль» темăпа мастер-класс ирттерсе, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе шахмат вăййин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Платон вара пĕр харăсах чи пултаруллă 16 ачапа шахматла выляса вĕсене ăсталăхне туптама пулăшрĕ. Вăл пирĕн ентешсем шахматла ăста вылянине каларĕ, уйрăмах София Симушкина, Рома Макаров, Даниил Петров хастар пулнине пĕлтерчĕ.

Палăртмалла, «Шашка-шахмат» кружока Сергей Николаевич Виссарионов ертсе пырать. Унта ачасем йышлă çÿреççĕ. Вĕсем час-часах ăмăртусене хутшăнса мала тухаççĕ. Акă, çĕршыв шайĕнчи «Шурă ладья» ăмăртусен респуб­ликăри тапхăрĕнче Игнат Казаков 3 степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ пулнă. Наградăна вăл Платон Разумовскин аллинчен илме тивĕçрĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. Вăрмара килнĕ хăнасене хăйсене те Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика