Çак кунсенче ЧР Культура, национальноçен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Светлана Каликова министр хăйĕн докладĕнче пĕлтернĕ тăрăх, 2020-2024 çулсенче культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне 4,3 млрд тенкĕлĕх çирĕплетнĕ, çав шутра 2024 çулта — 1,2 млрд тенкĕлĕх. Культура организацийĕсен тытăмĕнче 1270 учреждени шутланса тăрать, культура сферинче 4520 çын вăй хурать. «Культура» наци проектне, ытти программăсене хутшăннипе, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе юлашки 5 çул хушшинче ялсенче 35 культура çурчĕ туса лартнă, 452 культурăпа кану учрежденине — библиотекăсене, музейсене, ача-пăча искусство шкулĕсене, архивсене — юсаса çĕнĕ оборудовнипе тивĕçтернĕ. 14 округра автоклубсем ĕçлеççĕ, культура çурчĕсем çумĕнче 22 кинозал уçнă.
Чăваш Республики ачасемпе çамрăксене «Пушкин картти» программăна хутшăнтарассипе Раççейри регионсем хушшинче 1-мĕш вырăнта /99%/, билет сутассипе /1000 çын çине/ 2-мĕш вырăнта пулнине палăртнă министр.
2025 çулта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 1 051,2 млн тенкĕне яхăн уйăрма планланă. СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн Асăну компексне тĕпрен реконструкцилеме /2025-2027 ç.ç./, «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче 12 библиотекăна çĕнетме, регион бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе 7 кинозал уçма, унсăр пуçне тата 7 муниципалитета автоклубсемпе тивĕçтерме палăртнă.
«Республикăри культура сфери аталанса пырать. «Земствăри культура ĕçченĕ» программăна пурнăçланни ялсене специалистсене илĕртме пулăшĕ. Кăçал паллă пулăмсене халалласа чылай мероприяти ирттерĕпĕр. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне, Чăваш автономийĕн 105 çулне пысăк тимлĕх уйăрăпăр», — тенĕ Светлана Анатольевна.