Мартăн 6-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче черетлĕ стратеги сессийĕ иртнĕ.
Мероприятие Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, округри вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсемпе представителĕсем, территори тата администраци пайĕсен начальникĕсем, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, экономика наукисен докторĕ, РФ Раççейри Ăслăлăх академийĕн советникĕ Олег Асмус хутшăннă. Стратеги сессийĕн пĕрремĕш пайĕнче истори наукисен докторĕ, профессор, чĕннĕ хăна Олег Хасянов Вăрмар тăрăхĕн историйĕ пирки Тăван çĕршыв историйĕн контексчĕ урлă лекци ирттерчĕ. Лекцире чылай ыйтăва хускатнă: халăх, тăван кĕтес историне, йăлана кĕнĕ хаклăхсене упраса хăварасси пĕлтерĕшлĕ пулни. Археологи палăкĕсене аса илнĕ /Тикашри авалхи масар — XVI-XVII ĕмĕрсем/, архитектура палăкĕсем, тĕпрен илсен, Чулкасри чиркÿ, паллă çынсем /И.В. Белькович, В.С. Степанов, С.Л.Лукин, И.В. Мадянов тата ыттисем те/. Лекци хыççăн тĕрлĕ ыйтусене, туризм маршручĕсене аталантармалли малашлăха сÿтсе яврĕç. Стратеги сессийĕн иккĕмĕш пайĕнче проект концепцийĕсемпе паллаштарнă: «Вăрмар паркĕ» Вăрмарти культурăпа кану паркĕ, суту-илÿпе кану центрĕ тата агропромышленноç ярмăркки, Атнаш ялĕ çывăхĕнчи кану бази, конференц-зал. Мероприятие пухăннисем проектсене, вĕсемпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Стратеги сессийĕн ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
Анастасия УЛИВАНОВА