Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ятарлă çар операцийĕн участникĕсен амăшĕсемпе тата мăшăрĕсемпе темиçе тĕлпулу та йĕркелесе ирттертĕмĕр.
Çар служащийĕсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем ăшă лару-тăрура пĕрле калаçса ларчĕç, пĕр-пĕрин ачисем, мăшăрĕсем пирки сăмах пуçарчĕç, хăйсен шухăш-кăмăлне, чунри туйăмĕсемпе кулянăвĕсене уçса пачĕç, пĕр-пĕрне хавхалантарчĕç, «Мир кăвакарчăнĕ» мастер-класа та хутшăнчĕç. Вăрмарти культура çурчĕн артисчĕсем тата «кĕмĕл» волонтерсем вĕсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.
Хĕрарăмсен умĕнче ăшă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕ Жанна Дмитриева тухса калаçрĕç, вĕсене саламлă открыткăсем тата чечексем парнелерĕç.
«Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса ĕненетпĕр! Хăйсене шеллемесĕр Тăван çĕршыв интересĕсене передовойĕнче хÿтĕлекен мăшăрсемпе ывăлсемшĕн сире тав тăватпăр», — чĕререн тухакан сăмахсем каларĕ Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович.
Пĕр тĕлпулăвне ятарлă çар операцийĕн участникĕ Артемий Осипов та хăйĕн мăшăрĕпе Еленăпа хутшăнчĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлакан салтаксен ячĕпе хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламларĕ, çывăх çыннисене тĕрĕс-тĕкел, сывă тата чĕрĕ кĕтсе илме сунчĕ.
«Çакăн пек тĕл пулса калаçни салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ, эпир вĕсен чун хумханăвне ăнланатпăр. Пирĕн тĕллев — хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлекенсене тата вĕсен çемйисене тĕрлĕ енлĕ пулăшасси», — тет Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕ Жанна Дмитриева.
Татьяна ГРИГОРЬЕВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕн заместителĕ