IMG 6373ЧР Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «Урмарский» уйрăмĕнче пĕлтĕртенпе «Вăрмарти ĕçлĕ аннесем» клуб ĕçлет. Мартăн 8-мĕшĕ умĕн округри ĕçлĕ аннесем, ĕç шыракан хĕрарăмсем черетлĕ хутчен пуçтарăнчĕç, «Женщина и бизнес» темăпа калаçу ирттерчĕç.

Чи малтанах «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Михаил Пуклаков сăмах илчĕ. Вăл паянхи кун ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă социаллă контракт тумалли йĕркепе паллаштарчĕ. Ытларах хĕрарăмсем усă кураççĕ çак социаллă пулăшупа. Ача пăхакан, харпăр хăй çине ĕçлес текен хĕрарăмсемшĕн меллĕ çакă. Хăйсем валли ĕç графикне хăйсем йĕркелеççĕ. Социаллă контракт йĕр­келес тесен çемьен сахал тупăшлă шутланмалла.

Анаткас ялĕнчи Альбина Максимова «Женщина и бизнес» презентацин тĕп сăнарĕ пулчĕ. Вăл социаллă контракт мелĕпе патшалăх пулăшăвне илнĕ, паянхи кун ешĕл çимĕç çитĕнтерессипе ĕçлет. Альбина Ивановна ĕç шыракан, пурнăçра хăйсен вырăнне тупас текен хĕрарăмсемшĕн питĕ кăтартуллă тĕслĕх вырăнĕнче. Мăшăрĕпе Олег Ивановичпа хăйсен ĕçне мĕнлерех йĕркелесе ертсе пынипе паллаштарчĕ вăл. Хĕлле ăшă теплицăра симĕс сухан ÿстерсе сутаççĕ вĕсем. Альбина — вăр-вар та ĕçчен хĕрарăм, мăшăрĕ Олег пур ĕçе те тытса тума пултаракан ылтăн алăллă арçын. Хăйсен ĕçне тĕплĕ тытса пыраççĕ, çанă тавăрса ĕçлемесĕр пулмасть. Пушă вăхăтра ачисем те пулăшаççĕ.

Вăрмарти халăха со­ци­аллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрăн специалисчĕ Надежда Михайлова çурхи пĕрремĕш чечек туса хатĕрлессипе мастер-класс ирттерчĕ. Татьяна Дорофеева-Миро Вăрмар поселокĕ, унăн паллă вырăнĕсем пирки каласа пачĕ, ÿкерчĕксем тăрăх хăйне майлă экскурси ирттерчĕ.

Çак тĕлпулăва хутшăннă хыççăн ĕç вырăнĕсĕр хĕрарăмсем малашнехи тĕллевсемпе хавхаланчĕç паллах.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика