Кăçал киввăрмарсемшĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе пĕр тĕле тенĕ пекех тепĕр паллă пулăм та килчĕ — февралĕн 20-мĕшĕнче ентешĕн, Совет Союзĕн Геройĕн А.С.Казаков летчик-штурмовикăн çуралнă кунĕ те пулчĕ.

Çак икĕ уява пĕрлештерсе ялти вăтам шкулта чаплă мероприяти иртрĕ. Ăна, паллах, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине те халалларĕç. Унта Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ С.В.Федотов, Кивĕ Вăрмарти территори па­йĕн начальникĕ В.Ю.Васильев, шкул директорĕ С.Н.Антонов, Г.Г.Эверсков таврапĕлÿçĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă О.Г.Иванов, Донецк Халăх Респуб­ликинчен вăхăтлăха отпуска килнĕ А.Г.Николаев офицер, 39 номерлĕ пушарпа çăлав чаçĕн караул начальникĕ Э.О.Мясников, шкул ачисем, ялта пурăнакансем хутшăнчĕç. Анатолий Семенович Казаков подполковникăн паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăнă май, хальхи вăхăтра та пирĕн ентешсем ятарлă çар операцине хутшăнса хăйсене пĕтĕм лайăх енчен кăтартса çапăçу хирĕнче патшалăхпа ведомствăсен наградисене тивĕçнине палăртрĕç.

Ялта пурăнакансем те çар операцине хутшăнакансене май çитнĕ таран пысăк пулăшу кÿреççĕ. Шкулта виç çула яхăн ĕнтĕ маскировка сечĕсем çыхас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ, паян кун тĕл­не çак ĕçе виçĕ сменăпа йĕркеленĕ. Унта хастар хутшăнакансене тав туса С.Н.Антонов шкул директорĕ Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине «Паттăрлăхшăн» орден илме тивĕç пулнă А.М.Илларионов сержантăн амăшне Р.Н.Илларионовăна пачĕ. Ун хыççăн мероприятие хутшăнакансем А.С.Казаков летчик-штурмовикпа А.М.Илларионов сержанта халалласа уçнă Асăну хăмисем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Эрне вĕçĕнче вара шкулти спорт залĕнче тата çывăхри стадионта Тă­ван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă массăллă оборона уйăхлăхĕн шучĕпе спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Мала тухассишĕн шашка енĕпе турнир йĕр­келерĕç, урам командисем вара мини-футбол выляса çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн тупăшрĕç. Палăртма кăмăллă, шашистсемшĕн кăçалхи çул юбилейлă пулчĕ – пĕрремĕш турнир йĕркелесе ирттернĕренпе шăп та лăп 20 çул çитрĕ. Ун чухне ăна ялти культура çурчĕн художество руководителĕ В.Н.Григорьев тата ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Г.Эверсков пуçарăвĕпе йĕркеленĕ пулнă. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Кăçалхи турнира арçынсемпе пĕрле хĕрарăмсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Арçынсем хушшинче малти вырăнсене М.В.Степанов, С.Н.Антонов, Д.Д.Гуломов тухрĕç, хĕрарăмсенчен чи маттурисем А.В.Борисова тата Т.В.Григорьева пулчĕç.

Мини-футболла 6 команда тупăшрĕ. Пĕрремĕш вырăна «Феникс» команда çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Уйкас урамĕпе ветерансен командисем. Çак ăмăртусене йĕр­келесе ирттерме ялти предпринимательсем курăмлă пулăшу кÿчĕç: Д.О.Ива­нов, А.О.Михайлов, М.С.Михайлов, Д.М.Алим­ханов, А.С.Митрофанов, В.О.Прокопьев, Е.В.Петров, В.С.Михайлов.

Çак кунах яла студентсен «Снежный десант РСО» команди килсе çитрĕ. Çамрăк хастарсем ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннин килне вутă тиесе ячĕç, шкулта концерт лартса пачĕç, ачасемпе зарядка ирттерчĕç. Çапла вара уяв кунĕсем тухăçлă ирт­рĕç.

Владимир ТОЛМАТОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика