Кĕтеснерсем Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе литература каçне ирттерме ялти культура çуртне пухăнчĕç. Хальхинче поэзине юратакансем Василий Егоров /Старшов\ ентешĕн халиччен çын умне кăларман, 1930-мĕш çулсенче çырнă сăввисемпе паллашрĕç, унăн лирикăллă сăвăсен тетрачĕсен презентацийĕ пулчĕ.
Савăнăçлă тĕлпулăва уçнă май Светлана Скворцова Тăван чĕлхе кунне хăçан тата мĕн пирки уявлама пуçлани çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. В.Егоров кам пулнине, унăн пурнăçĕ çинчен, сăвăсен тетрачĕсене ăçтан тупнине каласа пачĕç сăвăç тăванĕсем Анатолий Григорьев, Галина Алексеева тата Рита Григорьева.
Кам пулнă-ха Василий Егоров? 1920-мĕш çулсен вĕçĕнче хастар чĕреллĕ комсомолец Василий юлташĕсемпе Шупашкара ФЗУ шкулне вĕренме каять. Шкул хыççăн Шупашкарти кирпĕч заводĕнче ĕçлет. Завод стипендиачĕ пулса икĕ çул Мускавра строительсен курсĕнче вĕренет. Икĕ çул хушши, уйрăмах малтанхи çулĕнче, завод управленийĕ стипендии укçине вăхăтра ярса парайман пирки выçăллă-тутăллă вĕреннĕ самантсем нумай пулнă, юлташĕсем укçа-тенкĕпе пулăшман пулсан, вĕренме те пăрахма пултарнă. Çав вăхăтрах юлса пыракан юлташĕсене занятисене хатĕрленме, задачăсем шутлама пулăшнă.
Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Василий Шупашкара кирпĕч заводне таврăнать. Ĕçре пысăк тăрăшулăх кăтартса завод директорĕ таран ÿсет.
Вăрçă пуçлансассăн вăл хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Ленинград фронтĕнче 1941 çулта унăн пурнăçĕ татăлать. Шупашкарта арăмĕпе пĕр хĕрĕ юлаççĕ.
Пĕлме интереслĕ: çак кирпĕч заводĕнчех 1980-90-мĕш çулсенче пирĕн ентеш Валент Нямин та завод директорĕ пулса ĕçленĕ. Анчах пĕлнĕ-ши Валент Алексеевич Василий Егоров çинчен?
Литература каçĕ вырăнти поэт Анатолий Иванов тупăннă тетрадьсем çинчи хăш-пĕр сăвăсене, калавсене вуласа панипе малалла тăсăлчĕ. Сăвăсемпе паллашнă май пухăннисем çĕр çул каялла çамрăксем пĕр-пĕрне мĕнле юратни, мăшăрланнисем тата мĕнле праçниксем пулни çинчен нумай пĕлчĕç. Уйрăмах кăсăклă пулчĕ итлекенсемшĕн мĕнле-ха ĕлĕк, пĕр ĕмĕр каялла, Мăнçырма чиркĕвĕн праçникĕ умĕнхи çуллахи вăхăтра Кĕтеснер çамрăкĕсем ял çумĕнчи вăрман хĕрринче вăйă картине пухăнса юрласа, ташласа савăннине пĕлме.
Сăвăсене вулама та çăмăлах мар, мĕншĕн тесен сас паллисенчен нумайăшĕ — кивĕ шрифтлисем, паян хăйсен пĕлтерĕшне çухатнă сăмахсем те сахал мар. Сăвăсемпе паллашнă хыççăн Г.Викторова, А.Скворцов, С.Викторов, М.Григорьева, Г.Егоров, Н.Андреев тетрадьри сăвăсене пысăк хак пачĕç. А.Ивановпа Л.Ломоносова В.Егоровăн сăввисемпе килĕшÿллĕрех хăйсен сăввисене вуларĕç. Лариса Васильевна кĕтмен çĕртенех пирĕн ялта поэзи уй-хирнелле илсе каякан çул çине тухнă тепĕр çынпа паллаштарчĕ, унăн сăввисене вуласа пачĕ. Ку сăвăсем пирĕн ентешĕн Алексей Викторовăн пулчĕç. Итлекенсем Пушкин майлăрах çырнă сăвăсене питех те кăмăлларĕç.
Тĕлпулу çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. С.Скворцова Кĕтеснерте тепĕр çыравçă çурални çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕн ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан чикĕ çарĕсен полковникĕн Михаил Терентьевăн 2023 çулта пичетрен тухнă, пирĕн яла ярса панă «Князь Д.М.Пожарский и охрана границы» ятлă хулăн кĕнекипе кĕскен паллаштарчĕ. Ку вара пурне те тĕлĕнтерчĕ. Пухăннисем çитес литература каçĕнче В.Егоровăн творчествипе малалла паллашма, А.Викторовпа хăйĕнпе тĕл пулса сăввисене итлесе пăхма тата М.Терентьевăн çĕнĕ кĕнекине презентацилеме Светланăпа Алексей Скворцовсене сĕнÿсем пачĕç, март е апрель уйăхĕнче тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
Алексей СКВОРЦОВ Кĕтеснер ялĕ