7dfaffaa6a7d4fe0af82d2ed912110bb

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта нумай ачаллă амăшĕсене, волонтерсен тата обществăлла организацисен активисчĕсене чысланă. Хисеплĕ хăнасем хушшинче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем пулнă.

Уяв мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. «Хаклă хĕ­рарăмсем! Эсир пурришĕн, сирĕн илемшĕн, тĕлĕнмелле ырă ĕçсем тунишĕн эпир сире пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эсир пире малалла аталанма, тĕллевсене пурнăçлама хавхалантаратăр.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче тылра ĕçлесе пу­рăннă хĕрарăмсене аса илсе тав тăвас килет. Чăваш хĕрарăмĕсен хăюлăхĕнчен, паттăрлăхĕнчен, çирĕплĕхĕнчен, хăйсене шеллемесĕр ырми-канми ĕçленинчен тĕлĕнетпĕр те, мăнаçланатпăр та. Пирĕн аслă çĕршывăмăрăн, тăван Чăваш Енĕн ку тата ытти историйĕсем хĕрарăмсем илемлĕ те ăслă пулнине кăна мар, вĕсем темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме, кирек мĕнле ĕçе те пурнăçлама, хăюллă йышăнусем тума пултарнине çирĕплетеççĕ.

Хисеплĕ амăшĕсем, мăшăрсем, аппасемпе йăмăксем, хĕрсем, эпир сире хитре юрăсем халаллатпăр, сирĕнпе савăнатпăр. Тавах Сире ăшă кăмăлăршăн, яланах юнашар пулса пулăшу кÿнишĕн. Сирĕн сăн-питĕр­те яланах йăл кулă пултăр, куçăрсем телейпе çуталччăр, чун-чĕрере ырă ту­йăмсем пулччăр тесе эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Эсир кил-çурт, Чă­ваш Ен, Раççей илемĕ. Сирĕн­пе пĕрле эпир малтан-мала çирĕппĕн утăпăр, паттăр ĕçсем тăвăпăр, ăнăçусемпе çĕнтерÿсемшĕн савăнăпăр, уявсене пĕрле паллă тă­вăпăр, çĕнĕлĕхсем патне туртăнăпăр. Уяв ячĕпе!» — ăшшăн саламланă Олег Алексеевич хĕрарăмсене.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Олег Николаев хăйсен ĕçĕн­че палăрнă пултаруллă хĕрарăмсене Правительство наг­радисемпе чысланă. Вĕсем хушшинче пирĕн ентешĕмĕр те — «Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансер» ЧР бюджет учреждени­йĕн Вăрмарти фтизиатри уйрă­мĕн фтизиатр-врачĕ, отделени заведующийĕ Елена Владимировна Иваншкина пулнă. Сывлăх сыхлавĕнчи хисепе тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Елена Владимировна «Чă­ваш Респуб­ликин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Елена Владимировна Иван­шкина — аслă категориллĕ тухтăр, пысăк опытлă специалист, унăн ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе «Сиплев ĕçĕ» специальноçе алла илнĕ /1992 ç./. Квалификацие ÿстерес тĕллевпе 2014 çулта «Сыв­лăх сыхлавĕн организацийĕ тата общество сывлăхĕ», 2016 çулта «Фтизиатрти» специальноçсене вĕреннĕ.

Елена Владимировна ертсе пынипе республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерăн Вăрмарти фтизиатри уйрăмĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать, медицина персоналĕ те кунта пысăк ăсталăхпа палăрса тăрать. Пациентсене хăтлă палатăсемпе тивĕçтернĕ, кашнине уйрăммăн пăхса тăраççĕ, эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ.

Елена Владимировнăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятпа саламлатпăр, юратнă ĕçре малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика