«Культура тăрăхĕ» - Чăваш Рес­публикин Пуçлăхĕн Олег Николае­вăн пуçарăвĕпе Чăваш Енре 2024 çулхи октябрь уйăхĕнче старт илнĕ регион шайĕнчи проект. Çак проект шайĕнче аякри ялсемпе саласенче пурăнакансем тăван тăрăхран аякка каймасăрах культурăпа тата искусствăпа тачăрах пулма пултараççĕ. Артистсемпе музей ĕçченĕсем вĕ­сем патне хăйнеевĕрлĕ куравсемпе, спектакльсемпе килеççĕ, пултарулăх енĕпе мастер-классем ирттереççĕ. «Культура тăрăхĕ» проекта республикăри 6 театр, 3 концерт организацийĕ тата 3 музей хутшăнаççĕ. Артистсемпе музей сотрудникĕсем ялсенче кашни эрнере пулаççĕ. Тĕпрен илсен проект çамрăк аудитори валли. Чăваш Ен Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, сутнă билетсен 90 процентне Пушкин карттипе туяннă. Пĕтĕмпе вара «Культура тăрăхĕн» мероприятийĕсене Чăваш Енре пурăнакан 30 пине яхăн çын хутшăннă.

Вăрмарти Культура çуртĕнче те «Культура тăрăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн тăтăшах мероприятисем иртеççĕ. Январĕн 29-мĕшĕнче Вырăс патшалăх драма театрĕ Вăрмара 12 çултан аслăраххисем валли «Станционный смотритель» спектакль илсе çитерчĕ. Çак спектакле пурĕ 224 билет сутнă, вĕсенчен 194-не «Пушкин картти» программăпа усă курса. Акă февралĕн 12-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем 6 çултан аслăраххисем валли «Космический квартирник» спектакль-концерт лартса пачĕç. Ăна пирĕн паллă ентешĕмĕре — Совет Союзĕн икĕ хутченхи Геройне, авиацин генерал-майорне Андриян Григорьевич Николаев космонавта халалланă. «Космический квартирник» программинче пултаруллă артистсемпе музыкантсен кăтартăвĕсем, космоспа çыхăннă юратнă юрăсем пулнă. Андриян Николаевăн юратнă «Вĕç-вĕç, куккук» чăваш халăх юрри те янăранă спектакльте. Пĕтĕмпе ăна курма культура çуртне 53 çын пуçтарăннă, çав шутра 41-шĕ билетсене «Пушкин картти» программăпа туяннă.

Мартăн 19-мĕшĕнче Вăрмарти культурăпа кану çуртĕнче Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн «Ночь перед Рождеством» спектаклĕ иртĕ. Билетсене çавăн пекех «Пушкин картти» программăпа туянма пулать.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика