Мартăн 5-6-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче «Çĕр улми» курав иртнĕ. Унта çĕршыври 17 регионтан 70 ытла компани хутшăнса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Удобренисен, ÿсентăрана хÿтĕлемелли им-çамсен, çĕр улми вăрлăхĕн, ял хуçалăх техникипе оборудованин ассортименчĕ анлă пулнă.
Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Çак курав аграрисене Раççейри çĕр улми туса илес ĕçпе паллашма май парать. Унта профессионалсем хутшăнса çĕнĕ технологисемпе тĕлĕнтереççĕ. Курав пысăк производительсемшĕн те, харпăр хăйсен хуçалăхĕсенче ĕçлекенсемшĕн те интереслĕ».
Хăнасемпе куракансене меллĕ пултăр тесе Шупашкарти МТВ-Центрта иртнĕ мероприятин лапамне икке пайланă. 5-мĕш хутра компанисен куравĕсем иртнĕ, ĕçлĕ аудиторисем вырнаçнă. Кунтах çавра сĕтелсем, наукăпа практика конференцийĕ йĕркеленĕ. Парковка зонинче ял хуçалăх техникин 50 единицинчен хатĕрленĕ экспозиципе паллашма пулнă. Ăшă чатăр айĕнче перспективлă çĕр улми вăрлăхĕпе суту-илÿ тунă.