Çак кунсенче Вăрмар поселокĕнчи Спорт çуртĕнче футзал енĕпе Вăрмар муниципаллă округĕн Суперкубокĕ иртнĕ. Мероприяти тĕллевĕ — футзал вăййине аталантарасси, халăхăн сывлăхне çирĕплетесси тата спорт­ри пултарулăхне ÿстересси, чи вăйлă командăсене тупса палăртасси.

Суперкубокăн çурмафиналĕнче «Арапуç» команда «Легион» командăна çĕнтерме пултарнă. «Кивĕ Вăрмар» команда вара «Чулкас» командăран вăйлăрах пулнă. 3-мĕш вырăншăн иртнĕ матчра çивĕч тупăшура «Легион» команда «Чулкас» командăна çĕнтернĕ.

Финалта «Кивĕ Вăрмар» тата «Арапуç» командăсем тĕл пулнă. Хĕрÿ вăйă «Кивĕ Вăрмар» командăн çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ, çапла киввăрмарсем Суперкубока тата 1-мĕш вырăншăн грамотăсемпе медальсене тивĕçнĕ. Призерсене те грамотăсемпе тата медальсемпе чысланă. Çавăн пекех чи пултаруллă спортсменсене тĕрлĕ номинацисенче палăрт­нă: Иван Григорьев /«Легион»/ — «Чи лайăх тапăнакан», Демьян Артемьев /«Кивĕ Вăрмар»/ — «Чи лайăх вăйăçă», Владислав Данилов /«Арапуç»/ — «Чи лайăх вратарь», Александр Павлов /«Кивĕ Вăрмар»/ — «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ».

Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика