vtzOW7ZNs0QВăрмар округĕнчи шкулсенче тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе час-часах тĕлпулусем йĕркелесе ирттереççĕ. Ку вăл çитĕнекен ăрăва патриотлă воспитани парас тĕллеве пурнăçлама пулăшать, салтаксене те хăйсем вĕреннĕ шкула килсе курма, паллах, интереслĕ.

Акă, çак кунсенче Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул выпускникĕ — ятарлă çар операцийĕнчен кĕске отпус­ка килнĕ Сергей Николаевич Скворцов тăван шкулĕнче пулса курнă. Вăл педагогсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçнă. Сергей Николаевич — сержант, отделени командирĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн ăна Жуков тата Суворов медалĕсемпе, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медальпе наградăланă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Сергей Николаевич пухăннисене салтак служби тата çарти тивĕçĕсем пирки каласа панă. Хальхи саманара çар çыннин ÿт-пÿ енчен те çирĕп, çав вăхăтрах тарăн пĕлÿллĕ те пулмаллине палăртнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансемшĕн тă­ванĕсен тата ытти çынсен пулăшăвĕпе тĕревĕ, ырă сăмахĕ çав тери пĕлтерĕшлине каланă, ачасене вĕсен ăшă çырă­вĕсемшĕн тав тунă. «Сирĕн çырăвăрсене эпир яланах хумханса вулатпăр, вĕсене типтерлĕ упратпăр», — тенĕ вăл.

М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та ятарлă çар операцийĕн участникĕпе, çак шкултан вĕренсе тухнă Петр Красновпа тĕлпулу иртнĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. Вăл ачасене çар кунĕсем мĕнле иртнине, хăйсем мĕнле тата ăçта пурăннине каласа панă. Салтаксене пулăшакан мĕнпур çынна, волонтерсене, ачасене тав тунине палăртнă.

Çакăн пек тĕлпулусем ачасене салтаксен пурнăçĕ пирки ытларах пĕлме пулăшаççĕ, вĕсенче патриотлăх туйăмне çирĕплетеççĕ, Тăван çĕршыва юратма, Раççей хÿтĕлевçисене хисеплеме хăнăхтараççĕ.

Людмила НИКИФОРОВА, Чупай шкулĕн директорĕ, Альбина ЕГОРОВА, Çĕнĕ Кинчер шкулĕн директорĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика