Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче шывра ишессипе ăмăртусем иртнĕ. Призлă вырăнсене йышăнассишĕн Вăрмар тата Тăвай округĕсенче пурăнакан 70 ытла çын хутшăннă.

Ăмăртусене уçнă май спортсменсене ăнăçу сунса Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов тухса калаçнă. Мероприяти тăршшĕпех бассейнра çĕкленÿллĕ лару-тăру хуçаланнă, куракансем спортсменсене хавхалантарса тăнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене тивĕçнĕ.

Палăртмалла, вăрмарсем результачĕсемпе савăнтарнă. 1-мĕш вырăна кашни хăйĕн ÿсĕмĕнче Кирилл Димитриев, Анастасия Родионова, Никита Иванов, Анастасия Зайцева, Антон Петров, Мария Чернова, Роман Родионов, Анастасия Захарова /Вăрмар поселокĕ/, Лев Архипов /Мăнçыр­ма/, Валентина Иванова /Çĕнĕ Кинчер/, Сергей Пудриков, Марина Петрова, Вячеслав Петров /Вăрмар поселокĕ/ йышăннă.

2-мĕш вырăна тивĕçнисем: Людмила Иванова, Кирилл Васильев, Дарья Васильева, Екатерина Васильева, Дмитрий Виссарионов, Ксения Яковлева, Кирилл Иванов /Вăрмар поселокĕ/, Дмитрий Родионов /Чулкас\, Александр Тимофеев /Чу­пай/.

3-мĕш вырăна Ксения Соснина, Марк Ильин, Ксения Петрова, Артур Сапаркин, Ростислав Соколов, Алексей Григорьев, Вячеслав Табаков /Вăрмар поселокĕ\ тухнă.

Ирина ДМИТРИЕВА, шывра ишме вĕрентекен тренер

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика