Чăваш Республикинче ĕçре те пултаруллă, çав вăхăтрах çемье ăшшине те тытса пыракан хĕрарăмсем сахал мар. Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ «Хĕрарăм — ял управçи» проекта хута ярсаphoto 2025 03 05 09 20 02 республикăри ялсенче пурăнакан тăрăшуллă хĕрарăмсен ят-сумне çÿле çĕклессипе ĕçленĕ, проект шайĕнче ăнăçуллă хĕрарăмсен реестрне йĕркеленĕ. Асăннă реестра Вăрмар округĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи Ольга Анатольевна Иванова та /сăн ÿкерчĕк çинче/ кĕнĕ.

Ольга Анатольевна нумай çул ĕнтĕ хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ вăл, анчах каникулсемпе канмалли кунсене ялта ирттернĕрен ачаранах ял ĕçне, ял пурнăçне хăнăхнă. Халĕ çемйипе Энĕшпуç ялĕнче пурăнать. Мăшăрĕпе Иван Геннадьевичпа икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ.

2008 çулта Ольга Анатольевна мăшăрĕпе пĕрле хăйсен ĕçне йĕр­келесе ярса ял хуçалăх продукцине туса илмее тытăннă. Паянхи кун пăрçа йышши тата пĕрчĕл­лĕ, техникăлла культурăсем, çу ÿсентăранĕсем, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Ял хуçалăх производствине малтанах 100 гектар çинче пурнăçланă пулсан, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе халĕ ĕçлекен çĕр лаптăкне 10 хута яхăн ÿстернĕ.

Хуçалăх ăнăçлă аталантăр тесе Ольга Анатольевнăпа Иван Геннадьевич туслăн тата пĕр тĕллевлĕн ĕçлеççĕ, ахальтен мар ял хуçалăх производствинче ÿсĕмсем тăваççĕ. Туса илекен продукци пахалăхĕ çулсерен лайăхланса пырать, унăн калăпăшĕ те ÿсет. «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисемпе активлă усă кураççĕ. Производство калăпăшне ÿстерес, тăкаксене сахаллатас тĕллевпе ял хуçалăх техникипе оборудованине çĕнетсе тăраççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсен тата çĕр улмин пысăк репродукциллĕ вăрлăхне туянма, чи тухăçлă та перспективлă сортсене акса-туса илме тăрăшаççĕ.

Хастар ĕçленĕ май çитĕнĕвĕсем те курăмлă Ивановсен. Çĕрпе эффективлă усă курнăшăн, пысăк тухăç туса илнĕшĕн вĕсене çулсеренех тĕрлĕ наградăсемпе палăртаççĕ. 2020 çулта вĕсем республика шайĕнчи «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурса хутшăннă, «Ял хуçалăх таварĕсен чи лайăх производителĕ», «Бизнесри хĕрарăм» номинацисенче çĕнтернĕ. Агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 2023 çулта Раççей ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçнĕ.

Çамрăклах руководитель ĕçне пуçăннăскер, Ольга Анатольевна организатор пултарулăхĕпе палăрнă, çавăнпа пысăк хисепре. «Çăкăр сĕтел çине килсе выртиччен сахал мар тар тăкаççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. Анчах та мĕн шутланине пурнăçлани пире телей кÿрет, эпир ахальтен вăй хуманнине çирĕплетет. Çавна кура юратнă ĕçре тата хастартарах ĕçлес килет», — тет Ольга Анатольевна.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика