Нумаях пулмасть Чулкасри культура çуртĕнче ял тăрăхĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн отчет-смотрĕ иртрĕ. Мероприятие Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕсене халалланă.
Художествăлла пултарулăх коллективĕн концерчĕ илемлĕ юрри-ташшипе ял халăхне яланах илĕртнĕ. Ку хутĕнче те çавăн пекех пулчĕ, юнашар ялсенчи çынсем те концерт курма килчĕç. Концерт пуçланиччен Чулкасри территори пайĕн начальникĕ Г.Усков Чулкас тăрăхĕнче 2024 çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ, 2025 çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Пурте пĕр çын пек кар тăрса туслăн ĕçлесен палăртнă ĕçсене вăя кĕртме çăмăлрах пуласси çинчен каларĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов та сăмах илчĕ, Вăрмар округĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Концерта йĕркелесе хатĕрлессипе культура çурчĕн заведующийĕ А.Игнатьев, ташă кружокĕн руководителĕ Е.Игнатьева тăрăшрĕç. Ăна ирттерме медицина ĕçченĕсем, ялти шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, культурăра ĕçлекенсем — вĕсемех культура çурчĕ çумĕнчи тĕрлĕ кружоксене хапăлласа çÿрекенсем — хутшăнчĕç. Мероприятие Е.Федорова çĕкленÿллĕ кăмăлпа ертсе пычĕ. Концерт Раççей гимнне итленинчен пуçланчĕ. Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа шкул ачисем «Фронт юррисем» темăпа юрăллă постановка лартса пачĕç. «Родники» художествăлла пултарулăх ушкăнĕн юрăçисем — Г.Павлова, А.Дмитриева, Е.Федорова, А.Игнатьева, Н.Моисеева, Е.Игнатьева, Л.Иванова, И.Петрова, Т.Иванова — хăйсен çепĕç сассисемпе «Фронтовая», «Ты родная мне», «Дороги» юрăсемпе савăнтарчĕç.
Е.Федорова, Т.Иванова сăвă вулакансем хăйсен сăввисене пĕтĕм чунтан каласа кашнин чĕрине кĕрсе тухрĕç. Л.Иванова — «Молитва», Т.Иванова — «Нам нужна одна победа», Н.Моисеева — «На перроне стояли солдаты», Е.Игнатьева — «Солдаты» юрăсене чуна витермелле юрласа пачĕç. Игнатьевсен çемйи «Песня о Родине» юрă шăрантарчĕ. Чăваш халăхĕн хитре юррисем те янăрарĕç концертра. Хăйсен уçă сассисемпе А.Дмитриевăпа А.Игнатьев «Килтĕм тăван патне», Н.Моисеевăпа Е.Игнатьева «Эх, кала-ха, çĕмĕртĕм» юрăсене юрларĕç. Сцена çине ачасем — К.Алексеева, С.Моисеева, Э.Павлова — тухса таланчĕпе паллаштарни куракансене тыткăнларĕ. Ташă ушкăнĕсем те пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Елена тата Анна Федоровăсем çивĕч сюжетлă «Богомолица» ташă лартса пачĕç. Шкул ачисем «Синий платочек» ташăпа тĕлĕнтерчĕç. А.Игнатьева хăй çырса хатĕрленĕ «Çĕнĕ кĕпе» сценкăпа паллаштарчĕ. Смотр-отчетра ытти тĕрлĕ жанрсем те пулчĕç. Ял халăхĕ, Вăрмар округĕн яваплă çыннисем концерта, художествăлла пултарулăх коллективĕн тăрăшулăхне пысăк хак пачĕç.
Альбина ИГНАТЬЕВА