«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитари предприятийĕнче паянхи кун 68 çын вăй хурать. Çак коллективăн ĕçĕ Вăрмар округĕнче пурăнакансемшĕн çав тери кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ. Нумай пулмасть предприяти руководителĕн яваплă должноçне Виктор Вениаминович Павлова шанса пачĕç. Виктор Вениаминович паянхи кун предприятие малалла аталантармалли çул-йĕрсене палăртассипе, çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртессипе тăрăшса вăй хурать.
Предприятин тĕп ĕçĕ — поселокри тата районти предприятисене, халăха ăшăпа, шывпа тивĕçтересси. Пĕтĕмпе районĕпе 28 котельнăй, вĕсенчен 8-шĕ промышленнăйсем, ыттисем мини-котельнăйсем. Вăрмар поселокĕнче 2 промышленнăй тата 9 мини-котельнăй, пĕтĕмĕшле ăшă илсе çитерекен трассăсем 1900 метр тăршшĕ. Ялсенчи шкулсен, ача сачĕсен котельнăйĕсем те «Урмарытеплосеть» çинчех.
Котельнăйсен тĕрĕс-тĕкел ĕçне талăкĕпех пăхса-сăнаса тăмалла, авариллĕ лару-тăру сиксе тухас пулсан çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, ятарлă бригада чĕнсе илмелле. Поселокри пĕрремĕш номерлĕ котельнăй — тĕп котельнăй шутланать, кунта котелсемпе насуссем, вентиляторсем ĕçленисĕр пуçне уйрăм кабинетра харăсах виçĕ компьютер мониторĕ ĕçлесе лараççĕ. Пĕринпе районти пур котельнăй мĕнле ĕçленине, тепринпе шыв пăрăхĕсен, скважинăсен ĕçне сăнаççĕ, тепĕр мониторĕ — видеосăнав камерин ĕçне кăтартать.
Геннадий Владимирович Краснов пĕрремĕш номерлĕ котельнăйĕн операторĕ, котелсемпе насуссене пăхса тăнисĕр пуçне пĕр вăхăтрах диспетчер та вăл. Çулла слесарь те, хутса ăшăтмалли çĕнĕ тапхăра хатĕрленес ĕçре тăрăшать. Геннадий Владимирович ку предприятире 2005 çулхи октябрь уйăхĕнченех ĕçлет, профессийĕнчи хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшуллă та яваплă пурнăçлать. Ĕçе вăл хăй çуралса ÿснĕ Кĕтеснер ялĕнчен çÿрет. Пĕр талăк ĕçлесен виçĕ талăк канмалли режимпа ĕçлет.
Михаил Петрович Васильев электрохуçалăх енĕпе ĕçлекен мастер, çав вăхăтрах приборсемпе автоматикăна тĕрĕслесе тăракан слесарь те. 22-мĕш çул ĕçлет «Урмарытеплосетьре». Предприятири мĕнпур электричество хуçалăхĕ, электроника ун çинче. Пуçлă, тавçăруллă, хăй ĕçĕнче чăн-чăн профессионал Михаил Петрович. Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕскер, çемйипе Вăрмар поселокĕнче пурăнать. Çак кунсенче вĕсем хăйсен професси уявне — Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн ĕçченĕсен кунне кĕтсе илеççĕ.
Вăрмарсене ăшăпа тивĕçтернисĕр пуçне тасатакан сооруженисен, пасар, шыв канализацийĕн хуçалăхĕ те çак предприяти çинчех.
Сăнÿкерчĕкре: Геннадий Владимирович Краснов, Михаил Петрович Васильев
Эвелина МИХАЙЛОВА