Тулаш енчен те, шалтан та палăрмаллах улшăннă библиотека, капăрланнă, хăтлăланнă. Ăна юсама федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Ĕçсене туса ирттерме «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен обществине шанса панă.
Тĕп юсав ĕçĕсем «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче, Раççей Федерацийĕн Культура министерстви муниципалитетсенче модельлĕ библиотекăсем уçассипе ирттернĕ конкурса хутшăннипе пурнăçланаççĕ.
Хальхи вăхăтра библиотека валли сĕтел-пукан, оборудовани, кĕнекесем туянас ĕç пырать. Пÿлĕмсенче стенасене сăрласа ÿкерчĕксемпе илемлетме палăртнă. Интерактивлă оборудовани — панельсем, сĕтел, трибуна, терминал тата ытти те — илсе килнĕ. Çак япаласем, паллах, ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн интереслĕ пулĕç. Кĕнекесене библиотека фондне кĕртессипе ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова палăртнă тăрăх, Вăрмар округĕ культура учрежденийĕсене аталантарассипе тĕллевлĕн ĕçлет. Çĕнетнĕ кашни клуб, библиотека, кашни çĕнĕ культура объекчĕ йăласене упрама, талантлă çынсене пулăшма, халăх валли хăтлă хутлăх йĕркелеме тÿпе хываççĕ.
Вăрмар округĕнче 35 клуб, 21 библиотека, музей, Ача-пăча искусство шкулĕ тата архив ĕçлеççĕ. Юлашки пилĕк çулта округра пилĕк клуб хăпартнă. Кивĕ Вăрмарти клуб строительстви вĕçленет. Унсăр пуçне Кавал клубне тĕпрен юсанă, Чулкасра модельлĕ библиотека йĕркеленĕ, автоклуб туяннă. 11 культура учрежденийĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнĕ, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче музыка тĕпелне йĕркеленĕ.
Чăваш Республикин 2030 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программи шайĕнче Вăрмар округĕн культура инфратытăмне çирĕплетессипе малашнехи тĕллевсене палăртнă. Вĕсен хушшинче — Энтриялĕнчи культура çурчĕн строительстви, Вăрмарти ача-пăча библиотекин тата Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейĕн юсавĕсем.
