Август уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн республикăра туризм ретро-пуйăсĕ ĕçлеме тытăннă. Ретро-пуйăс 7-9-мĕш классенче вĕренекен ачасене çул-çÿреве илсе çÿрĕ. Вĕсем малтан «Чувашия онлайн» порталта суйлав витĕр тухнă.
Ачасем валли икĕ кăсăклă программа хатĕрленĕ. Пĕрремĕшĕ – «Литература экспресĕ» маршрут, вăл çамрăк пассажирсене кĕнеке тĕнчипе паллаштарать. Иккĕмĕшĕ – «Легендарлă хĕрли» маршрут, унпа килĕшÿллĕн ачасене дивизи командирĕ Василий Чапаев пурăннă чухне Шупашкарта тата Канаш хулинче ытларах пулнă вырăнсене илсе çитерет.
Проект вăй илсе пырать. Малашне çĕнĕ маршрутсем уçма палăртнă, çавна май унта кашниех лекме пултарасса шанатпăр.
