Офтальмологсем ятарлă çар операцийĕн салтакĕсемпе вĕсен çемйисен членĕсем валли Уçă алăксен кунне ирттернĕ.
Республикăн клиника офтальмологи больницинче асăннă категорири çынсене йышăнса вĕсен сывлăхне çĕнĕ йышши оборудованипе усă курса комплекслă майпа тĕрĕсленĕ. Опытлă тата ăста офтальмолог врачсен консультацийĕсем тĕрĕс диагноз кăна мар, сиплевĕн кашни çыншăн уйрăм планĕсене палăртма та май панă. Специалистсем 44 пациента йышăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ — ятарлă çар операцине хутшăннисем.
— Специалистсем 7 çынна операцие çырнă. Вĕсем çывăх вăхăтрах операцие килĕç, ку çак çынсен пурнăç пахалăхне ырă витĕм кÿрĕ. 3 ачана аппаратпа усă курса ирттерекен сиплев кирлине палăртнă. Хăйсемшĕн меллĕ вăхăтра сиплевре пулĕç, - пĕлтернĕ Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман специалисчĕ - тĕп офтальмологĕ Ирина Васильева.
Уçă алăксен кунне йĕркелени — республикăра СВО паттăрĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшас енĕпе пурнăçлакан пысăк ĕçĕн пĕр пайĕ. Вăл «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе, «Сывă пуласлăх» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланать.
