Университет алăкне уçса кĕрсенех Вера купăс сассине илтрĕ. Таçтан илтĕнекен кĕвĕ нихăçанхинчен те хитрен янăранă пек туйăнчĕ ăна. Чăнах та, каччăсемпе хĕрсем коридор вĕçĕнчи сарлака вырăнта кĕпĕрленнĕ. Купăс тăсакана пурте сас кăлармасăр сăнаççĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, вăрăм хура çÿçне çивĕтлесе кăкăрĕ çине уртнă Вера та çамрăксем пухăннă вырăна вăр-вар утса пычĕ. Пуçне чиксе малалла пăхрĕ. Тăсăкрах питлĕ, хуп-хура куçлă, вĕçĕ кăтраланакан çÿçлĕ йĕкĕт купăс калать. «Епле илемлĕ каччă», - шутларĕ Вера. Унтан пуçне кĕнĕ шухăшĕнчен хăй аванмарланса именчĕ, куçне аялалла тартрĕ. Пĕтрĕ пуç: купăс янăраттаракан яшăн икĕ ури те çуккине курах кайрĕ хĕр. Каччă хыçлă пукан çине тайăннă та яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа савăнтарать. Вера кĕвĕ сассине те илтми пулчĕ, урине те туймарĕ — çап-çамрăк купăсçа хĕрхенсе икĕ аллипе питне хупларĕ.

Профессорсем ĕнерех каларĕç-çке: «Университет пĕтермесĕрех вăрçа кайнисем занятисене çак вĕренÿ çулĕнчен çÿреме тытăнаççĕ. Чылайăшĕ фронтран икĕ-виçĕ уйăх каялла, тепĕр пайĕ çак кунсенче таврăннă».

Унччен те пулмарĕ – каччă такмак кĕввине калама пикенчĕ. Çамрăксем, уйрăмах салтак тумне тăхăннисем, ура хуçса ташлама тытăнчĕç. Эх, мĕнле кăна такмак каламарĕç вĕсем!

Чылайăшĕ малалла иртнĕрен Вера валли те вырăн тупăнчĕ. Хĕрхенсе пăхрĕ вăл тăшманпа çапăçса икĕ урине те вăрçă хирĕнче çухатса хăварнă салтак çине. Шăп çав вăхăтра вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Самантлăха хытса ларнăн пăхрĕ Вера паттăр çине. Анчах хĕр тăна кĕрсе пуçне пĕксен те Микулай ăна сăнама чарăнаймарĕ. Купăсçă çав самантра хă­йĕн икĕ ури çуккине те манчĕ – чĕринче темĕн йăшăл тунăран тăрса утасшăнччĕ вăл. Купăсне айккинелле сирсе çĕкленме хăтланчĕ те чутах урайне ÿкетчĕ – юнашар тăракан юлташĕсем тытса чарчĕç.

Верăн куçĕнчен йăлтăр шăрçасем пĕрин хыççăн тепри шуса анчĕç. Ашшĕ те, Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннăскер, хăрах алăсăрччĕ, хăрах урасăрччĕ. Малтанах кил-тĕрĕшри чылай ĕçе пурнăçлатчĕ вăл, платник ĕçĕсене тăватчĕ, асаплана-асаплана пахчара тăрмашатчĕ: çуркунне çĕр чаватчĕ, çулла çум çумлатчĕ, кĕркунне çĕр улми кăларатчĕ... Çава аврине татăк аллин хулĕ хушшине хĕстерсе утă та çулатчĕ. Юлашки çулсенче вара амăшĕ пулăшмасăр нимĕн те тăвайми пулчĕ. Пÿртрен те тухса çÿреймесĕр нушаланчĕ, суранĕсене чăтаймасăр Тă­ван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çĕре кĕчĕ. Георгий хĕресне тивĕçнĕ салтака юлашки çула ăсатма пĕтĕм ял-йыш пуçтарăнчĕ...

Куççулĕ кăкăрĕ çине тумласа кĕпине самаях йĕпетнине асăрхарĕ Вера. Ăна икĕ аллипе хупласа йĕри-тавралла пăхрĕ — хĕрсем кăна мар, качăсем те куççульленнĕ иккен. Занятие йыхравласа шăнкăрав янăрани пĕрисене ташлама, теприсене макăрма чарчĕ.

Вера виççĕмĕш курсра вĕренме тытăнчĕ. Урасăр Микулай виççĕмĕшне куçнă-куçман вăрçа кайнă та, халĕ пĕр ушкăнах лекрĕç вĕсем. Шур сухаллă профессор аудиторие кĕнĕ-кĕменех нимĕç­семпе çапăçса таврăннă яшсене сăнарĕ.

— Николай Серов, мĕнле унта вăрçăра? Çамрăк тусусене йăлтах каласа кăтарт. Хаçатсенче вăрçă çинчен нумай çырсан та ун пирки вилĕм кашни кун юнашар тăнă çынран лайăхрах никам та каласа параймĕ. Çакна эпĕ хам тÿснинчен пĕлетĕп, - терĕ Герасим Пантелеймонович пукан çине меллĕн майлашăнса ларса. - Ура çине тăрсах калаç, пурте илтчĕр.

Пĕтĕм курс шавлама тытăнчĕ: пĕрисем профессор çине, теприсем сусăр салтак çине пăхрĕç. Малта ларакан студент вĕрентекене хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕ. Герасим Пантелеймонович урса кайрĕ те сĕтеле чышкипе шаплаттарчĕ.

— Тинех çĕнтерчĕ Совет Союзĕ путсĕр Гитлер эшкерне! Коля, каçар. Пĕлмен эпĕ урусене нимĕçсем асăнмалăх илсе юлнине, - терĕ те унчченхи вăрçăсене хутшăннă профессор йĕме тытăнчĕ. Çапах Николай Серова фронтри ĕç-пуç çинчен каласа кăтартма ыйтрĕ.

— Эпĕ унта пĕччен пулман, пирĕн çĕршывăн пин-пин салтакĕ ман пекех çапăçнă. Вĕсенчен чылайăшĕ унтах выртса юлнă, эпĕ анне патне таврăнайрăм. Манăн калаçма ирĕк çук, – палăртрĕ Микулай сăпайлăн. Вăл çакнашкал каланă хыççăн фронтран таврăннă ытти салтак, улттăшĕ-çиччĕшĕ, сăмах хушма хăюлăх çитереймерĕ. Профессорăн ирĕксĕрех вĕренÿ теми çине куçма тиврĕ...

Йывăç урасемпе çÿреме хăнăхаймарĕ Микулай – вĕсем ыраттараççĕ иккен. Пĕрле вĕренекенĕсем чăваш каччи валли кÿме янтăларĕç — тăватă кустăрмаллăскер икĕ патакпа тĕксен тÿрĕ вырăнта аванах шăвать. Шăпах çапла пырса кĕчĕ вăл общежитири Вера пурăнакан пÿлĕме. Тăватă хĕр, апат çиме хатĕрленнĕскерсем, Микулая курсан ура çине сиксе тăрсах сывлăх сунчĕç.

— Э-Э, чăрмантартăм иккен, - текелесе каялла çаврăнма хăтланчĕ салтак.

Пикесем ăна кайма ирĕк памарĕç - пукан çине çĕкленсе ларма пулăшрĕç. Микулай хĕрсене темĕн тĕрлĕ шÿт каласа култарчĕ. Юлашкинчен, хăйĕн пÿлĕмне кайма пуçтарăнсан, Верăна никам сисиччен сарăхнă хут татăкĕ тыттарчĕ.

«Верук, ман çине пăхма та хăрушшине пĕлетĕп, çавăнпа арăм пулма ыйтмастăп. Анчах санпа вăхăтлăха та пулин юнашар ларас, калаçас килет. Çивĕтÿсене, илемлĕ сăнна, хăмăр куçна ытараймастăп...» Микулайăн çырăвне кĕсйинчен часрах туртса кăларчĕ те тăр-тăр чĕтресе вуларĕ Вера пĕрле пурăнакан тантăшĕсем урама уçăлма тухса кайсанах. Нимĕн шухăшлама та пĕлмерĕ — Верăна та Микулай килĕшет-çке.

Кашни кунах университетра та, общежитире те каччă хĕрпе юнашар пулма тăрăшрĕ. Вĕренсе таврăнсан та вăл тÿрех Вера патне пыра-пыра ларчĕ. Икĕ, виçĕ эрне иртрĕ çапла... Пике тархасласа ыйтнипе Микулай вăрçă пирки каласа кăтартма тытăнчĕ. Ăçта кăна çапăçман, ăçта кăна çитмен вăл хăйĕн пурнăçĕнчи виçĕ çула яхăн тăсăлнă хăрушă тапхăрта. Вăрçа вăл 1942 çулта хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Повестка парасси те икĕ-виçĕ уйăх çеç юлнă. Кама кĕтес?

— Çапăçу хирне лекнĕ икĕ пиччерен пĕри хыпарсăр çухалнине пĕлтерчĕç. Паллă ĕнтĕ: вăл нимĕçсемпе çапăçса пуç хунă. Уншăн тăшмана тавăрма тухса кайрăм. Тăватă хутчен амантрĕç. Юлашкинчен, 1945 çулхи апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче, тăшман пульли мана ураран ÿкерчĕ. Пĕлетĕн-и, Вера, чылай чухне çапăçма, тăшмана аркатма çар хатĕрĕсем çукчĕ. Тăшман салтакĕсем çине çара аллăн, нимсĕр-мĕнсĕр ыткăнаттăмăр. Çавăн чухне амантиччен тăватă нимĕçе вĕлертĕм, кайран хама персе антарчĕç. Вилнĕ терĕç ахăр. Алă-ура, çан-çурăм ырататчĕ пулин те тăн çухалмарĕ, темиçе сехет выртрăм. Кайран хамăрăннисем тупса санчаçа илсе кайрĕç. Икĕ стакан спирт ярса пачĕç те юнланса пĕтнĕ, туйми те пулнă икĕ урана хирургсем сĕм çĕрле чĕп куçăн касса татрĕç, хулри ванчăка кăларчĕç. Йăлтах куç умĕнче. Халĕ те. Госпитальре икĕ уйăх ытла выртрăм. Эпир çĕнтернине пĕлсен, эх, мĕнле савăнтăмăр! Берлина çитес килетчĕ, шел, май пулмарĕ, — Вера хытах макăрма тытăннине кура Микулай калаçу çăмхине сÿтме чарăнчĕ. Хĕре ыталама икĕ аллине тăсрĕ, лешĕ ун çумне йăпшăнчĕ. — Юрать, тăшман аллăмсене илсе юлмарĕ. Унсăрăн сана ыталаймастăм та, - чунне ыраттарса калаçрĕ каччă.

Вера пушшех йĕме тытăнчĕ, ашшĕ пирки каласа кăтартрĕ. Кун хыççăн вĕсем тата çывăхрах туслашрĕç, уйрăлмасăр çÿрерĕç. Чылай чухне Вера Микулая унта-кунта кайса килме пулăшрĕ. Çĕнĕ çул умĕн Вера савнийĕ пирки амăшне çырса пĕлтерчĕ. Хыпар илнĕ-илменех Пелагея Васильевна Хусана вĕçтерсе çитрĕ.

— Хĕрĕм, хамăн шăпана тепĕр хут пурăнса ирттерме сана ирĕк памастăпах. Паянах кунтан каятпăр, урăх университета вĕренсе пĕтерĕн, - терĕ пурнăçра йывăрлăхне ырринчен самай ытларах курнă хĕрарăм. Вун сакăр çулти сăпайлă хĕр амăшĕн сăмахĕнчен ăçтан иртейтĕр?

Микулай савнă хĕре университетран пăрахса кайнине пĕлсен тулхăрчĕ. Хăйне лăпкă, яланах килĕшÿллĕ тытакан каччăн кăмăлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Чÿречерен сикме тăчĕ вăл, аллинчи юн тымарне касма хăтланчĕ, ĕçме тесе темĕн чухлĕ эмел хатĕрлерĕ... - кашнинчех тусĕсем çăлса хăварчĕç.

— Верăсăр пуçне мана урăх никам та кирлĕ мар. Вăрçăра юлашки хут амансан мана хамăрăннисем мĕншĕн асăрхарĕç-ши?! Выртса юлмаллаччĕ çавăнтах! - кунĕн-çĕрĕн кăшкăрашрĕ вăл.

Виçĕ уйăхран çеç лăпланчĕ Микулай. Ухмахланма пăрахрĕ, анчах чунĕ ялан вăркарĕ, Верăсăр юлнăшăн пăшăрханчĕ. Тăваттăмĕш курсран вĕренсе тухсан ăна манас тесех авланчĕ. Сăн-пичĕпе те, кăмăлĕпе те хитре хĕре качча илчĕ. Диплом алла илнĕ тĕле вĕсен килĕнче маччаран çакнă сăпкара арçын ача выртрĕ. Сăнĕпе вăл – каснă лартнă паттăр салтак. Пурăна киле Серовсен килне тепĕр ывăлпа хĕрĕн сасси тултарчĕ. Анчах суранĕсем малалла пурăнма май памарĕç, вăрçăра темиçе хут та аманнă Микулай 1963 çулта çĕре кĕчĕ.

Вера вара... Университет дипломне аякри Сарă ту — Саратов — хулинче илнĕскер ĕмĕрне амăшĕнчен те телейсĕртерех ирттерчĕ. Чипер сăнлă купăсçа манаймасăр кун-çулне никампа та çыхăнтараймарĕ... Пĕчченех пурăнчĕ. Амăшĕ çĕре кĕрсен чуна уçса калаçма та çумĕнче никам та пулмарĕ...

— Эх, ылханлă вăрçă! Миçе çын пурнăçне аркатрăн эсĕ, миçе çынна телей мĕнне туйма-пĕлме ирĕк памарăн? — калаçрĕ сакăр вун тăхăр çулти Вера Петровна тĕп сакайĕнче хĕл каçнă çĕр улми пек пĕркеленнĕ пичĕ тăрăх юхакан куççульне тутăр вĕçĕпе шăлнă май...

Дмитрий МОИСЕЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика