МАХ яланах ĕçлет

Интернет трафикĕ пĕтсен те МАХ мессенджер урлă çыхăнăва тухма май пулĕ. Çак çĕнĕлĕхпе тăватă операторăн

/МТС, Билайн, Мегафон, Т2/ абоненчĕсем август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен усă кураяççĕ. Мобильнăй интернет пакечĕ вĕçленсен те МАХра смс-çыру тата файл яма, ытти функципе усă курма пулать. Уншăн тÿлеттермĕç.

Преподавателе айăпланă

Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2025 çулта транспорт университечĕн уйрăмĕнче йĕркелÿпе хушу ĕçĕсене тунă преподаватель студентсенчен укçа илме тепĕр çынпа пĕр каварлă пулнă. Тÿленĕшĕн вăл экзаменра пĕлĕве тĕрĕслемесĕрех лайăх паллăсемпе тивĕçтерме шантарнă. Студентсем посредник карттине укçа куçарнă, лешĕ вара çав укçана преподавателе панă. Преступлени схемине Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин Чă­ваш Енри управленийĕ Раççей ШĔМĕн транспорт çинчи лини уйрă­мĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕпе пĕрле уçăмлатнă.

Суд хĕрарăма 700 пин тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне ăна 1 çулталăк та 6 уйăх иртмесĕр патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсенче йĕркелÿпе хушу тата администраципе хуçалăх ĕçĕсене тума чарнă.

«Преподаватель – вĕренÿ стандартне палăртакан çын тата мораль тĕлĕшĕнчен авторитет. Взятка илекен педагогăн доска умĕнче тăма ирĕк çук – ку вăл юридици тĕлĕ­шĕн­чен палăртмасăрах пĕлекен аксиома», - тет И.Н. Улья­нов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультечĕн уголовлă право дисциплинисен кафедрин ертÿçин заместителĕ Елена Нечаева.

Чăваш Республикин финанс министрне çирĕплетнĕ

Çакăн çинчен калакан хушăва Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ.

Сергей Александрович 1984 çулта Мордва Республикин Краснослободск хулинче çуралнă. 2006 çулта Н.П. Огарев ячĕллĕ Мордва патшалăх университетĕнчен «Финанс тата кредит» специальноçпа вĕренсе тухнă. Унтан «Экономика» специальноçпа магистратурăра вĕреннĕ.

2006-2019 çулсенче Сергей Тюркин Саранск администрацийĕнче ертсе пыракан тата тĕп специалистсенче, финанс управленийĕн пай ертÿçин çумĕнче, финанс департаменчĕн директорĕнче ĕçленĕ.

2019 çулта ăна Мордва Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш заместителĕ пулма çирĕплетнĕ. 2020-2026 çулсенче ведомствăна ертсе пынă.

РФ сенаторĕ Александр Карелин Чăваш Енре пулнă

Чăваш Енре ĕçлĕ çул-çÿревпе РФ сенаторĕ, Раççей Геройĕ, 3 хутчен олимп чемпионĕ Александр Карелин пулнă.

Республика спорт тĕлĕшĕнчен çирĕп те хăватлă пулнине ГТО фестивалĕнче тепĕр хут курса ĕненчĕ хăна. Юлашки çулсенче регионта спорта мала хуракансен йышĕ 62 процента çитнĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республика вăйĕ йăласене хисепленинче, пĕрлĕхре.

Сенатор республикăри парти хастарĕсемпе те тĕл пулчĕ. Тĕп ыйту – халăх пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртесси. Ял-хулара пурăнакансем ку енĕпе хастарри кăçал кăна 100 пин ытла проект сĕннинче палăрать.

Чăвашла дневник

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисем чăваш дневникĕпе усă курма пултарĕç. Ăна «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕнче пичетлесе кăларнă. Чăваш дневникне Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн министерстви тата Президент гранчĕсен фончĕ ырланипе, «Воскресение» ыркăмăллăх фончĕ пулăшнипе кун çути кăтартнă. Ку вăл çутĕç проекчĕ шутланать.

Дневника икĕ чĕлхепе: чăвашла тата вырăсла — пичетленĕ. Дневник страницисенче чăваш чĕлхипе, паллă ентешĕмĕрсемпе, паллă вырăнсемпе, йăла-йĕркепе, культура эткерлĕхĕпе кĕскен паллаштарнă.

Проект авторĕ — Анастасия Анохина.

Тăван çĕре юратасси хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсене, тăван чĕлхене, историпе культурăна хисеп­ленинчен пуçланать. Апла пулсан, чăваш дневникĕ ку енĕпе пĕлтерĕшлĕ кăларăм тесе калама пулать.

Шупашкар хули çуралнă куна хатĕрленет

Август уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл 557 çул тултарĕ.

Спорт тата массăллă мероприятисем «Спартак» стадионта пулĕç, Хĕрлĕ тÿреме вара ĕçлĕ тĕлпулусем тата куравсем валли уйăрĕç.

Урамсене афишăсемпе, ялавсемпе илемлетме тытăннă ĕнтĕ. Çуртсен картишĕсенче вара çак уйăх пуçламăшĕнченпе хаваслă программăсем иртеççĕ. Тĕп мероприятисем Физкультурник кунĕнче старт илнĕ. Август уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Хĕрлĕ тÿремре «Шупашкар хумĕ» çамрăксен форумĕ иртĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен проекчĕсене пуçарма, ĕçлĕ партнерсем тупма вĕренĕç. Çавăн чухнех «Шупашкар – Атăл çинчи телей» ретроперспектива фестивалĕ пулĕ. Хула кунĕ ячĕпе тата ытти мероприятисем иртĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Хула кунĕ Хĕрлĕ тÿремре уяв концерчĕпе вĕçленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика