priemka

Çуллахи каникул кунĕсем сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ, вĕренекенсем каннă вăхăтра шкул ĕçченĕсем вĕсен парта хушшинчи хăтлăхĕшĕн халех тăрăшаççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн, августăн 5-мĕшĕнче, Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ учреждени­йĕсене йышăнассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлерĕ, çавăн пекех шкул çумĕнчи Энтрияль тата Карăкçырми ялĕсенчи уйрăм структурăллă подразделенийĕсенчи лару-тăрупа та паллашрĕ.

Тĕрĕслеве çу тăршшĕпех хатĕр­леннĕ темелле. Пур учрежденире те вĕрентÿ кабинечĕсенче косметика юсавне туса ирттернĕ, шкул картишĕсене илемлĕх, йĕркелĕх кĕртнĕ. Комисси членĕсем шкулăн материалпа техника базине тĕпрен тишкерчĕç. Çак шутра терроризмран хÿтĕленесси çине — видеосăнав, шкул территорине сыхлакан, шикленÿ кнопкин тытăмĕсем еплерех ĕçлени çине уйрăмах тимлĕх уйăр­чĕç. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ĕçе мĕнлерех йĕркеленине хакларĕç: автоматикăпа ĕçлекен пушар сигнализацийĕн юсавлăхне, эвакуаци çулĕсене, пушар сÿнтермелли хатĕрсен çителĕклĕхне тĕрĕс­лерĕç. Çавăн пекех специалистсем çуртсемпе инфратытăм лару-тăрăвне те тĕплĕ тĕрĕс­лерĕç — çуртсен тăррисене, инженери коммуникацийĕсене, хутса ăшăтмалли, электричествăпа тивĕçтерекен тытăмсене. Шкул территорийĕсене еплерех хăтлăлатни çине те тимлĕх уйăрчĕç, асфальтлă участоксен юсав пахалăхне, вылямалли тата спорт площадкисене те хакларĕç. Паллах, ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессине мĕнлерех йĕркеленине те тĕрĕслерĕç: апат блокĕсем СанПин нормисене тивĕçтернине, апат-çимĕç продукчĕсене упрамалли условисене, столовăйĕнчи персоналăн квалификацине. Шкулта «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче ĕçлесе пыратпăр.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх комисси кунти лару-тăрпуа кăмăллă пулнине палăртрĕ. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн виçĕ площадки те çĕнĕ вĕренÿ çулне ярса пусма «симĕс çутă» илчĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкул ачасене пахалăхлă та хăрушсăрлăхлă условисенче пĕлÿ пама хатĕр пулнине пĕлтерет çакă.

Луиза КИРИЛЛОВА, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул директорĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика