15fb2aa9 2591 473d 9481 c0dbcba415b3

Тикаш ялĕнче Комсомольская урамĕнчи çул-йĕр ĕçĕсен пахалăхне тĕрĕслерĕç. Комисси йышĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн территорисене хăтлăлатассипе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ Анастасия Владимировна Кузнецова, строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Светлана Валерьевна Тимофеева, Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Иванович Нарсов пулчĕç. Вĕсем çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлакан подрядлă организацин - «СпецСтрой» тулли мар яваплă обществăн директорĕпе Руслан Сергеевич Салеевпа пĕрле пурнăçланă ĕçсен пахалăхне хакларĕç.

Комсомольская урамĕнчи 270 метр тăрш­шĕ тăсăлакан, 3,5 метр сарлакăшлă, 945 тă­ваткал метр лаптăклă çак çул-йĕр объектне 668 518 тенкĕ те 43 пуслăх пурнăçланă. Ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май çакă паллă пулчĕ: юсанă çулăн вăрăмăшĕпе сарлакăшĕ палăртнă пекех, хăш-пĕр вырăнсенче çул сарлакăшĕ 3,70 метр та, çакă, паллах, пире савăнтарать. Сарнă вак чул хулăнăшĕ те килĕшсе тăрать.

Çак çул-йĕр объектне пирĕн граждансем пулăшнипе юсанă — Комсомольская урамĕнче пурăнакансем, ялтан тухнă активлă çынсем хутшăнчĕç çак ырă ĕçре, халăхран пуçтармалли укçа-тенкĕ пайне оперативлă пуçтарса пачĕç. Тавах ял çыннисене, ентешсене, пирĕн пуçаруллă граждансем тăрăшнипе пурнăçа хăтлăлатассипе çыхăннă плансем вăя кĕрсе пыраççĕ. Халĕ Тикаш ялĕнчи Комсомольская урамĕнчи çула тăршшĕпех юсаса пĕтернĕ.

Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика