Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тытăмĕн инновациллĕ, творчествăллă тата ăс-хакăл потенциалне аталантарас тата пулăшас тĕллевпе пултаруллă педагогсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, чăваш чĕлхипе тата литературипе, тутар чĕлхипе тата литературипе, мордва чĕлхипе тата литературипе регионсем тата халăхсем хушшинче иртекен олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хавхалантарăвне тивĕçеççĕ.
![]()
Вĕсен хушшинче Вăрмар округĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен педагогсем те час-часах пулаççĕ. Кăçал, акă, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хуракан Роза Михайловна Ивановăна тата Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăрăшакан Ирина Васильевна Ивановăна чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ шкул ачисен тата студентсен Халăхсем хушшинчи олимпиадин призерĕсене хатĕрленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 50-шар пин тенкĕ пама йышăннă.
Асăннă олимпиадăна «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче йĕркелеççĕ. Кăçал вăл апрель уйăхĕн вĕçĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулса иртнĕ. Олимпиадăна Роза Михайловнăн вĕренекенĕсем Анна Зайцева тата Мария Любимова, Ирина Васильевнăн вĕренекенĕсем: Ульяна Миронова тата Софья Антонова хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă, Вăрмар округĕн чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Анна Зайцевăпа Ульяна Миронова вара иккĕшĕ те призер пулса тăнă.
Çакăн пек маттур та активлă ачасем пĕлÿ илеççĕ Вăрмар округĕн шкулĕсенче, вĕсен вĕрентекенĕсем вара — хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем. Роза Михайловна Иванова та, Ирина Васильевна Иванова та пысăк опытлă, хисеплĕ педагогсем.
Роза Михайловна Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Малтанах Чупай шкулĕнче ĕçленĕ, 2002 çулта Вăрмарти вăтам шкула куçнă та унтанпа пĕр улшăнми ĕçлет кунта. Ирина Васильевна Кавал ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл та И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Диплом илсен, 1986 çулта, Пысăк Енккасси шкулне ĕçлеме килнĕ, паянхи кунчченех çак шкулта ачасене вĕрентет.
Иккĕшĕ те хăйсен ĕçне парăнса, юратса пурнăçлаççĕ педагогсем. Ачасене тăван чĕлхене, тăван культурăна юратма тата хисеплеме хăнăхтараççĕ. Кашни вĕренÿ çулĕнчех вĕсене округ, республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссене, олимпиадăсене, конференцисене хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Шкулта та интереслĕ мероприятисем — чăвашла вулакансен, сăвă-калав çыракансен, чăваш писателĕсен произведенийĕ тăрăх картина ÿкерекенсен конкурсĕсем, флешмобсем — йĕркелесе ирттереççĕ, кружоксем ертсе пыраççĕ.
Унсăр пуçне хăйсем те педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсенчен айккинче юлмаççĕ. Роза Михайловна пĕлтĕр республикăри «Тăван чĕлхене чи лайăх вĕрентекен» конкурса хутшăннă. 2023 çулта «Чи лайăх класс руководителĕ» конкурсра муниципалитет шайĕнче çĕнтерсе республикăри тапхăрта хăйĕн пултарулăхне тĕрĕсленĕ. 2015 çулта «Чĕреме ачасене паратăп» конкурсра ăсталăхĕпе палăрнă.
Ирина Васильевна 2004, 2013 çулсенче «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса хутшăннă, 2013 çулта муниципалитетра çĕнтерÿçĕ пулса республикăри тапхăра тухнă. 2009, 2012, 2022 çулсенче «Чи лайăх класс руководителĕ» конкурсра тупăшнă. «Чĕреме ачасене паратăп» конкурса та икĕ хутчен хутшăнма тивĕçнĕ.
Ĕçчен те хастар педагогсемшĕн чи пĕлтерĕшли — вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем. Роза Михайловнăпа Ирина Васильевна вĕсен кашни çĕнтерĕвĕшĕн савăнаççĕ, малашне те яваплăн ĕçлеме, чăвашлăха аталантарма хавхаланаççĕ. Юратнă ĕçре ăнăçу сунатпăр хисеплĕ вĕрентекенсене!
