
Июль уйăхĕн юлашки кунĕсенче Канаш Епархийĕн Вăрмарти благочиннăй округĕнчен Донецк Халăх Республикине гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ партине ăсатнă. Ăна пуçтарма Вăрмар округĕнче пурăнакан ырă кăмăллă çынсем пулăшнă.
СВО волонтерĕсем çула тухиччен, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей чиркÿре кĕлĕ ирттернĕ. Гуманитари пулăшăвĕпе çула тухакансемшĕн те, çавăн пекех хĕрÿ вырăнсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлекен, тăван тăрăхран пулăшу кĕтекен салтаксемшĕн те кĕл туса вĕсене валли Турăран ырлăх ыйтнă.
Унтан Леонид атте гуманитари тиевĕллĕ автомобиле Турă шывĕ сапса сăвапланă. Гуманитари пулăшăвĕ адресатсем патне тĕрĕс-тĕкел çитессе тата салтаксен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатасса шанса волонтерсене ăсатнă, çула тухма пилленĕ.
Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ тата унăн прихожанĕсем ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах ыркăмăллăх ĕçĕсене хутшăнаççĕ, пулас Çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хываççĕ. Вĕсен пулăшăвĕ çав тери кирлĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
