dedPbl

Кăçал ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Ниме — халăх бюджечĕ» программа шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнче 70 миллион тенкĕ ытлалăх 51 проект пурнăçлама палăрт­нă. Мĕн кирлине çынсем хăйсем татса параççĕ, çул-йĕр юсавĕнчен пуçласа обществăлла территорисене хăтлăлатасси таранах. Çакăн пек проектсем ял пурнăçне лайăх енне улăштараççĕ. Паянхи кун тĕлне пур контрактсене те алă пуснă, 14 проекта пурнăçа кĕртнĕ, 10-не вĕçленĕ.

Пирĕн округри Чупай ялĕнче ял халăхĕ чылайранапх кĕтекен объект — Эко-парк тавра тимĕр карта тытасси пурнăçланать. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 2 051 540,58 тенкĕ. Ял халăхĕ активлăх кăтартнипе 410 308,12 тенкĕ пуçтарма пултарнă. Чупайсем ял аталанă­вĕшĕн тăрăшнине çирĕплетет çакă. Эко-парк ачаллă çемьесемпе çамрăксене илĕртекен çĕнĕ туртăм вырăнĕ пулĕ малашне. Пахалăхлă карта территорие хăрушсăрлăхра тытма, симĕс ÿсентăрана упрама, кунта культура мероприятийĕсем ирттерме май парать.

Анаткас ялĕнчи «Ниме - халăх бюджечĕ» шайĕнче пурнăçланакан проект пĕтĕм яла пĕрлештерчĕ. Купеле хăтлăх кĕртеççĕ кунта. Проектăн смета хакĕ — 1 326 371,08 тенкĕ. Ку ĕçре чи пахи — ял халăхĕ çине тăрса тăрăшни. Анаткассем 265 274,21 тенкĕ пуçтарнă. Ачисемпе мăнукĕсемшĕн çăлкуç тасалăхĕшĕн тăрăшакан кашни çемье хăйĕн тÿпине хывнă ку ĕçе пурнăçа кĕртме.

Пуçарулăх бюджечĕн программи тата ял халăхĕ пулăшнипе территори хăрушсăрлăхлă пулса тăрать. Кунта карлăксем, шутарман урай, меллĕ картлашкасем, каçхи вăхăтра çутă та пулĕç. Малашне чиркÿ уявĕсенче хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен шикленмелли пулмĕ темелле.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика